Комментари хушас

3 Утă, 2014

Вунă çул Андриянсăр...

Ун çинчен иртнĕ вăхăтпа çырма пĕртте çăмăл мар. Шелсĕр вилĕм ăна шăпах çавăн чухлĕ çул каялла тăван халăхăмăртан уйăрса кайрĕ. Хăй çуралнă, ялан асра тытнă тăван кĕтесĕнче канăç тупрĕ, чунĕ çăлтăрсем патне ăсанчĕ. Ячĕ чăваш тĕнчи хăйĕн мухтавлă ывăлĕ вырăнне йышăннă пин-пин çын чĕринче-асĕнче упранать. Çак юрату-хисеп туйăмĕ нихăçан та сĕвĕрĕлмĕ-иксĕлмĕ, вун-вун ăру сумлă Андриянăмăра асра тытса, сума суса пурăнĕ.

Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, Совет Союзĕн виççĕмĕш, планетăмăрти пиллĕкмĕш космонавт летчик, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев генерал-майор - чăннипех çутă çăлтăр. Вăл тĕнче уçлăхне икĕ хут кайса килнĕрен çеç мар, урăх сăлтавпа та çак ята тивĕç: пĕтĕм тĕнчипех чăваш çине урăхла пăхтарма пуçлаттарнă А.Николаев вĕçевĕсем. Чăвашлăхшăн тунă ырă, пуçаруллă ĕçсен, халăхсен хушшинчи ăш пиллĕ çыхăну-хутшăнусен элчи пулнă-çке вăл.

Çĕр туртăмне парăнтарса йывăрăшсăр, сывлăшсăр, тĕпсĕр уçлăха çĕкленнĕ малтанхи космонавтсем темиçе ăрушăн юмахри Улăпсем пек туйăннă. Чылай космонавтăн алă ăшшине туйса тăнăран асăмран нихăçан тухман пĕр самант çинчен çырса кăтартмасăр чăтăм çитмест. Хăй вăхăтĕнче, Байконур космодромра салтак хĕсмечĕ пуçланнă тапхăрта, Андриян Григорьевич пирĕнпе, уйăх каялла çар тумне тăхăннă чăваш ачисемпе, ăш пиллĕ калаçу пуçарнă самантра, Георгий Тимофеевич Береговой сумлă ентешĕмĕре тăван халăхăмăр пирки нумай ырă сăмах калани паян та хăлхара янăрать. «Андриян, енчен те сана ĕçчен те чăтăмлă чăваш халăхĕ çуратса тĕнче уçлăхне çĕклерĕ пулсан, вĕсем те, пирĕн çине кăмăллăн пăхса, маттур салтаксем пуласса нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп», - терĕ пире кашнине алă тытса. Ун хыççăн та чăваш кăйкăрĕпе тăтăш тĕл пулма тивнĕрен хама телейлĕ çынсен шутне кĕртетĕп. Вăл хăйне нихăçан та çăлтăр-çын пек тытман. Яланах - уçă кăмăллă, хавас, тарават, пулăшма хатĕр...

2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕ пирĕн республикăмăрăн историйĕнче хура тĕспе çырăнчĕ - Андриян Григорьевичăн чĕри тапма чарăнчĕ. Унпа сыв пуллашма, юлашки çула ăсатма чăваш тĕнчипе пĕрлех ытти халăх ывăлĕ-хĕрĕ, ют çĕр-шывран килнĕ хăнасем, ĕçтешĕсем йышлăн хутшăнчĕç. Тупăка антарнă чухне лăпкă çумăр çуса иртрĕ. Этемлĕх кăна мар, çут çанталăк та пирĕнпе пĕрле хурланчĕ тейĕн.

Çирĕплетсех калама пултаратăп: Шуршăлти Космонавтика музейĕн ĕçченĕсем унăн ячĕ нихăçан та ан манăçтăр, вăл çутнă Çăлтăр нихăçан та ан сÿнтĕр тесе хăйсенчен мĕн килнине пурне те тăваççĕ. 47 çул каялла уçăлнă музейре - Андриянăмăр тĕнчи. Музейĕн хаклă хăнисен кĕнекинче космонавтсен йышлă делегацийĕ ячĕпе Павел Попович, Андриянăмăрăн тĕнче уçлăхĕнче пĕрле вĕçнĕ «шăллĕ», çырса хăварнă «Шуршăлти Космонавтика музейĕ тĕнчене пĕлес-тĕпчес туртăма татах та ÿстерĕ, çакăн пĕлтерĕшне малашне те анлăлатса пырĕ, пин-пин çыннăн техника шухăшлавĕн Çитĕнĕвĕпе Паттăрлăхăн сăнĕ пулса тăрĕ. Паянхи оборудованипе тивĕçтернĕ планетари-астрономи класĕнчи занятисем ачасене астрономипе географие тĕплĕнрех пĕлме кăна мар, хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама та пулăшĕç» сăмахсем - коллектившăн тĕп тĕллев вырăннех. Мемориал комплексĕн пĕчĕк йышĕ ăна пысăк яваплăхпа пурнăçлать.

Андриянăмăр пирĕнтен уйрăлса кайнă кун ăна сума суса пуç тайма республикăри хуласемпе районсенчен, Чăваш Ен тулашĕнчен тĕрлĕ ăру çыннисем йышлăн килĕç, асăну митингне хутшăнĕç, часавайри вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хурĕç, Андриян Николаевăн ачалăхĕ иртнĕ çурта кĕрсе курĕç, «А.Г.Николаев космонавт çулĕпе» велочупура чун çирĕплĕхĕпе чăтăмлăха тĕрĕслĕç...

- Юрий Алексеевич Гагаринăн тĕнчене тĕлĕнтернĕ вĕçевĕ хыççăн çулталăк иртсен космос анлăхне Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлĕ Андриян Николаев парăнтарнă, - терĕ кăçалхи Космонавтика кунне Шуршăлти музейре палăртнă уявра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. - Космос тĕпчевĕн аталанăвĕн тата уçлăха парăнтарас ĕçĕн историйĕ, тÿпе романтики хĕрÿ чĕреллĕ çамрăксене халĕ те илĕртет. Пирĕн республикăри çамрăк космонавтсен юхăмĕ икĕ пин ытла арçын ачапа хĕр ачана пĕрлештерет. Вĕсене Андриян Григорьевичăн ырă тĕслĕхĕ хавхалантарать, малалла ăнтăлма чĕнет...

Чăваш Ен çĕрĕ тĕнче уçлăхне парăнтарнă икĕ Улăп-паттăра - Андриян Григорьевич Николаевпа Николай Михайлович Бударина, чăвашпа вырăса, çуратса ÿстернĕ, виççĕмĕшне - Муса Хираманович Манарова, Дагестанри лак халăхĕн ывăлне - космоса çĕкленме хăват панă. Вĕсен ретне тăракан татах пулĕ. Шанăç пысăк.

Вунă çул Андриянсăр... Паян, вăл пирĕнтен уйăрăлса кайнă кун, эпир ăна ырă, ăшă туйăмпа аса илĕпĕр, пуç тайăпăр. Паян кăна мар. Малашне те...

n Юрий СТЕПАНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.