Ача сачĕ тата троллейбус линийĕ – пысăк парне
Чăваш Енре ырă йăла пур: регионăн чи пысăк уявĕнче — Республика кунĕнче — социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ объектсем уçасси. Кăçал та ырă çак йăлана манмарĕç. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти «Соляное» микрорайонта çĕнĕ садик ĕçлеме пуçларĕ. «Çĕнĕ хула» микрорайонта вара троллейбус çĕнĕ линийĕ хута кайрĕ. «Пире уяв ячĕпе пысăк парне туса пачĕç», — савăнăçне пытараймарĕç асăннă тăрăхра пурăнакансем.





Паян, çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Улатăр район халăхĕ Республика кунне сумлă хăнасемпе пĕрле паллă тăвать. Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕ уяв лапамне çaврăнчĕ. Ял-йыш республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, РФ Патшалăх Думин депутатне Леонид Черкесова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместительне Юрий Кислова ачасен "Юмах тĕнчи" çĕнĕ паркĕнче кĕтсе илчĕ.





