Ĕнер, çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Патăрьел тата Елчĕк районĕсенче çур акине еплерех йĕркеленипе паллашнă.
Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль вăтам шкулне кун чухлĕ хăна пухăнни тахçанах пулманччĕ-тĕр. Пушшех те — Чăваш чĕлхин кунне çапла анлăн паллă туни. Ара, хальхинче районти кашни шкултан вĕрентекенсемпе вĕренекенсен ушкăнĕсем килсе çитрĕç-çке. Çанталăкĕ ăмăрччĕ пулин те ака уйăхĕн 24-мĕшĕ шкул историне чи ăшă кунсенчен пĕри пек кĕрсе юлĕ.
Халăхăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхне асра тытса Патăрьел районĕнчи шкулсенче «Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнчи часавай» акци ирттерме палăртнă.
Çак тунтикун Сăкăт вăтам шкулĕн ялав йăтакансен взвочĕ Тутар Сăкăт шкулне Пĕтĕм Раççейри çарпа патриотизмăн «Юнармия» общество юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн Çĕнтерÿ Ялавĕн копине çитернĕ. Ăна шкула илсе кĕнĕ вăхăтра «Священная война» юрă янăранă, Ялава панă вăхăтра — Раççей Федерацийĕн Гимнĕ.
Ĕнер Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалласа "Сарпи вулавĕсем" иртнĕ. Кăçалхипе 16-мĕш хут иртекен мероприятие ЧР вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев, Вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Раиса Сарпипе Альбина Юрату сăвăçсем, Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Ирина Рубцова хутшăннă.
Пăрачкав районĕнчи механизаторсем ирхи шăнпа усă курса кĕрхисене апатлантараççĕ. Район администрацийĕнче хыпарланă тăрăх, хастарсем темиçе кунта 325 гектар çине удобрени сапнă та. Кунта "Никулинский" кооператив, А.Л. Васильева тата Л.Л. Васильева фермер хуçалăхĕсем çаврăнăçулăхпа палăрнă.