Патăрьел районĕ

15 Пуш, 2017

Кокеле пуç тайма — тăван ялне

Чăвашсен сăнарлă искусствин никĕслевçи, паллă педагог, общество деятелĕ Алексей Кокель çуралнăранпа 137 çул çитнине халалласа Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче мероприяти иртнĕ.

13 Пуш, 2017

Хуçалăхсем кĕрхисене юр çийĕн апатлантараççĕ

Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем кĕрхи культурăсене юр çийĕн апатлантараççĕ. Паянхи кун тĕлне Улатăр районĕнчи виçĕ хуçалăхра çак ĕçе вĕçленĕ.

Çак уйăхăн малтанхи кунĕсенчех хире "Новь" тулли мар яваплă общество тата Нина Назарова фермер тухнă. Ун хыççăн Сергей Назаров фермер кĕрхи тулла удобрени сапма пуçланă. Патăрьел районĕнчи "Батыревский" плодопитомник та кĕрхисене апатлантарать.

24 Нарăс, 2017

Патăрьелти арçынсем ашшĕ пулма вĕренеççĕ

Патăрьел районĕнчи арçынсем ашшĕ пулма вĕренеççĕ. Пурнăçри яваплă утăма хатĕрленекенсене шиклентерекенни чылай. Çавна шута илсе унти хĕрарăмсен консультацийĕ çумĕнче "Пулас амăшĕсен шкулĕ" кăна мар, "Пулас ашшĕсен шкулĕ" те вăй илсе пырать.

Pages