Патăрьел районĕ

21 Çурла, 2018

Садике хупас марччĕ

Сывă-и? Ялта клуб тума пуçлани савăнтарать-ха пире, анчах пирĕн «Хĕрлĕ палан» ача садĕнче урай йăтăнса аннă. Çавăнпа кăçал садике хупасшăн, ачасене автобуспа Аслă Арапуçа илсе çÿресшĕн. Ашшĕ-амăшĕ, паллах, çакна хирĕç. Районтисем садике юсама укçа çук теççĕ. Нивушлĕ 50-60 пин тенкĕ тупаймаççĕ-ши? Çурта пĕр юхăнтарма пикенсен йăтăнсах анать вăл. Садикре хальччен икĕ ушкăнччĕ. Ачасем пирĕн малашлăх тетпĕр пулсан «Хĕрлĕ палана» упраса хăварасчĕ, хупма парас марччĕ.

18 Утă, 2018

Çĕнĕ объект çĕкленет

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ялĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ объект тума пуçланă.

Культура центрĕ 1 гектар ытла лаптăк йышăнмалла. Тĕпре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк пулĕ. Кунтах — ача-пăча площадки, сцена, куракансем валли лармалли вырăнсем. Унсăр пуçне пĕчĕк çуртсем те пулĕç. Вĕсенче кăмака та купалĕç. Çамрăк мăшăрсем хуçалăха тытса пымалли йĕркесемпе паллаштарма пултараççĕ.

17 Утă, 2018

Кокель ячĕллĕ пленэр-симпозиумăн куравĕ: туслăхпа çураçулăх палли

Акă Шупашкарта, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче, йăлана кĕнĕ Кокель ячĕллĕ 12-мĕш пленэр-симпозиумăн куравне уçма вăхăт çитрĕ те.

9 Нарăс, 2018

Патăрьелсен лайăххи нумай

Паян Патăрьел районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин 2017 çулхи аталанăвне тишкернĕ тата 2018 çулхи ĕç тĕллевĕсене палăртрĕç.

Район иртнĕ çула ăнăçлă вĕçленине Патăрьелсем 26 пин çын ытла пурăнакан районсен хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш вырăна тухни лайăх çирĕплетет.

— Район администрацийĕ тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пĕлтĕр çирĕплетнĕ килĕшÿри патшалăх программин 32 индикаторне ăнăçлă пурнăçларăмăр, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

19 Авăн, 2017

Шăнкăртамри форумра яла аталантарассине сÿтсе яврĕç

Паян, авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра «Ял территорийĕсен аталанăвĕн ку чухнехи тăрăмĕ, çивĕч ыйтăвĕсемпе малашлăхĕ» темăпа VII «Шăнкăртамри диалог» ял экономика форумĕ иртрĕ.

Проекта пурнăçлама Раççей Президенчĕн 2016 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн грант вырăнне уйăрнă патшалăх пулăшăвĕпе тата пĕчĕк хуласемпе ял территорийĕсенчи хастар граждансен «Перспектива» пулăшу фончĕ ирттернĕ конкурса тĕпе хурса уйăрнă укçапа усă кураççĕ.

Pages