Патăрьелсен лайăххи нумай

9 Нарăс, 2018

Паян Патăрьел районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин 2017 çулхи аталанăвне тишкернĕ тата 2018 çулхи ĕç тĕллевĕсене палăртрĕç.

Район иртнĕ çула ăнăçлă вĕçленине Патăрьелсем 26 пин çын ытла пурăнакан районсен хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш вырăна тухни лайăх çирĕплетет.

— Район администрацийĕ тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пĕлтĕр çирĕплетнĕ килĕшÿри патшалăх программин 32 индикаторне ăнăçлă пурнăçларăмăр, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Район пĕлтĕр нихçан пулман тыр-пул пухса кĕртнĕ — 47 пин тонна ытла, кашни гектартан вăтамран 28 центнер. Çĕр улми 23 пин тонна пуçтарса илнĕ, тухăç 250 центнерпа танлашнă.

Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Селиванов строительствăн, пĕчĕк тата вăтам бизнесăн, потребительсен рынокĕн, экологин аталанăвĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Пухура район администрацийĕн ĕç-хĕлне республика министерствисен представителĕсем тишкерсе хак панă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьелсен ĕç-хĕлĕнчи лайăх енсене палăртнă тата хăш енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине кăтартрĕ.

Çавăн пекех Михаил Игнатьев Шăмăршă районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин 2017 çулхи аталанăвне тишкернĕ тата 2018 çулхи ĕç тĕллевĕсене палăртнă пухăва хутшăнчĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас