Уява пухрĕ "Уяв"

Паян Тутарстанри Аксу поселокĕ чăваш культурин "Уяв" халăх праçникне пухрĕ. Тутар çĕрĕ çине Пушкăртстанри, Самар облаçĕнчи тата Тутарстанри чăваш коллективĕсем çитнĕ. Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсем те инçе çула тухрĕç. Шупашкар хулинчи, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне, Патăрьел тата ытти районти чăваш ансамблĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Авалтан килекен уяв вăхăтĕнче çамрăксем вăййа тухнă, юрланă, ташланă. Паянхи кун та уявра чăваш юрри-кĕвви янăрать. Тĕрлĕ фестивальпе конкурссем иртеççĕ, авалхи йăласене кăтартаççĕ, наци апат-çимĕçĕпе сăйлаççĕ, халăх ташшисемпе тĕлĕнтереççĕ. Ал ăстисем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштараççĕ. Вăйă лапамĕсенче ача-пăча хĕвĕшет, спорт лапамĕсенче пăхаттирсем кĕрешеççĕ.

Уява Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ытти сумлă хăна çитрĕç.
- Уяв тĕрлĕ наци çыннисене пĕтĕçтерет. Миçе ĕмĕр ĕнтĕ пирĕн çĕр çинче вырăс, тутар тата чăваш çынисем килĕштерсе пурăнаççĕ. Халăхăн авалтан пыракан йăла-йĕркене тытса пыни пире тĕреклетет, - терĕ Тутарстан Президенчĕ.

Михаил Васильевич та ĕмĕртен ĕмĕре куçакан уява упраса хăварнăшăн тав тÿрĕ. Вăл çемьесене пĕрлештерме, çĕнĕ çемьесене чăмăртанма пулăшнине палăртрĕ.

Надежда Иванова, Аксу тăрăхĕнчи "Çеçпĕл" халăх ансамблĕн солисчĕ:

- Эпир кашни çулах çак Уява савăнăçлăн кĕтсе илетпĕр. Вăл чылай ялта иртет. Питрав кунĕнче Уява улăха кайса ăсатса яратпăр. Пуç кăшăлĕсене шывпа юхтарса яратпăр. Ун чухне савăнатпăр, вылятпăр, кулатпăр. Çак йăлана пирĕн асаттесем те, аттесем те паллă тунă.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас