Тутарстан

6 Утă, 2019

Уява пухрĕ "Уяв"

Паян Тутарстанри Аксу поселокĕ чăваш культурин "Уяв" халăх праçникне пухрĕ. Тутар çĕрĕ çине Пушкăртстанри, Самар облаçĕнчи тата Тутарстанри чăваш коллективĕсем çитнĕ. Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсем те инçе çула тухрĕç. Шупашкар хулинчи, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне, Патăрьел тата ытти районти чăваш ансамблĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

26 Чÿк, 2018

Тутарстанри чăваша хисеплесе асăну хăми вырнаçтарасшăн

Тутарстанри Пăва уесӗнчи Чăваш Киштек ялӗнче 1889 çулта çуралнă Георгий Савандеев (сăн ÿкерчĕкре) пирки вăл тăрăхри ентешĕмĕрсем чăвашсене ертсе пынă тӗлӗнмелле пултаруллă çынсенчен пĕри тесе хаклаççĕ. Йăхташăмăр çуралнăранпа килес çул 130 çул çитет.

13 Утă, 2016

"Эпир çĕршыв тăнăçлăхне сыхланă"

Юлашки вăхăтра Тутарстанра çĕнĕ общество пĕрлешĕвĕ çинчен нумай калаçаççĕ. Республикăри темиçе районта çак пĕрлешÿ питĕ тăрăшса ĕçлет.

Ăна вара пирĕн ентеш, Аксу районĕнчи Ерепьел ялĕнче пурăнакан, Тутарстан Республикинчи чăваш наци культура автономийĕн Кама леш енчи полномочиллĕ представителĕ Анатолий Молоствов генерал-майор ертсе пырать. Анатолий Петрович çак пĕрлешÿ çинчен тĕплĕнрех каласа пама килĕшрĕ.