"Эпир çĕршыв тăнăçлăхне сыхланă"

13 Утă, 2016

Юлашки вăхăтра Тутарстанра çĕнĕ общество пĕрлешĕвĕ çинчен нумай калаçаççĕ. Республикăри темиçе районта çак пĕрлешÿ питĕ тăрăшса ĕçлет.

Ăна вара пирĕн ентеш, Аксу районĕнчи Ерепьел ялĕнче пурăнакан, Тутарстан Республикинчи чăваш наци культура автономийĕн Кама леш енчи полномочиллĕ представителĕ Анатолий Молоствов генерал-майор ертсе пырать. Анатолий Петрович çак пĕрлешÿ çинчен тĕплĕнрех каласа пама килĕшрĕ.

"Германире тăнă Совет çарĕ çинчен аса илни паян питĕ вырăнлă та вăхăтлă. Мĕнле сăлтавсене пула эпир унта темиçе çул хирĕçтăру чиккинче тăнă-ха? Совет çарĕ Германирен таврăннă хыççăн унта лăпкăлăх хуçаланать-ши? Эпир çур ĕмĕр Европăра камсем пулнă? Раççей çар çыннисем, унти континентра çур ĕмĕр тăнăç пурнăç сыхласа тăнăскерсем, камсем шутланнă? Оккупантсем е ирĕке кăларакансем?

Çак ыйтусене паян хурав памаллах. Мĕншĕн тесен халĕ нумай ĕç-пуçа ултава кăларса тĕрĕсмарлăха çавăраççĕ.

Пирĕн Европăра çар хуралĕнче 50 çул тăма тÿр килчĕ. Европа историне илес пулсан, XVIII ĕмĕртен пуçласа кашни çĕр çултан Раççей çарĕсем Берлина çĕнтерÿпе кĕнĕ. XX ĕмĕр пирки те çавнах каламалла. Шел те, истори никама та, нимĕне те вĕрентмест. Уйрăмах Европăри "иккĕпе вĕренекен" политиксене.

Совет çарĕн ушкăнĕ нимĕç çĕрĕ çинчи 777 гарнизонĕнче вырнаçнăччĕ. Европăра эпир никама та хăратман, никамран та хăраман. Çар ушкăнĕсенче ир те, каç та вĕренÿсем пынă. Çар çыннисем хăйсен ĕçне тивĕçлĕ пурнăçланă.

1994 çулхи çĕртме уйăхĕнче çар çыннисемшĕн нимĕç çĕрĕпе сывпуллашу вăхăчĕ пуçланчĕ. Берлинта пурăнакансем пирĕн колоннăсене чарса чечек çыххисем тата парнесем парса ăсатрĕç. Хăйсен пепкисене Раççей салтакĕн аллине тыттарса асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç. Ку Трептов паркĕнче совет салтакĕ нимĕç хĕрне тытнă палăка аса илтерчĕ.

Нимĕç çĕрĕнчен пирĕн çарсене кăларас ĕç виçĕ çул та сакăр уйăха тăсăлчĕ. Çур миллион çынран тăракан çар ушкăнĕсене куçарма çăмăл мар паллах.

Çапла Хĕвеланăç çар ушкăнĕ 1994 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче саланчĕ. Çак кунран вара пирĕн çинчен манма пуçларĕç. Анчах эпир хамăра мантарас теместпĕр. Хĕвеланăç çар ушкăнĕн юлашки главнокомандующийĕ, Матвей Прокопьевич Бурлаков генерал-полковник тăрăшнипе 1994 çулта "Хĕвеланăç çар ушкăнĕн союзĕ" общество организацийĕ туса хучĕç.

Паянхи кун Совет çарĕн "Германири ушкăнĕн ветеранĕсен союзĕ" общество организацине Антон Терентьев генерал-полковник ертсе пырать. 2014 çулта пирĕн республикăра та асăннă союз йĕркеленчĕ. Учредительсен пухăвĕнче мана союзăн председателĕ пулмашкăн суйларĕç. Союз 6 районта ĕçлет. Аксу, Чистай, Çĕнĕ Шуçăм, Нурлат, Çарăмсан тата Рыбно-Слободски районĕсен уйрăмĕсенче ветерансемпе ятарласа ĕçлекенсем пур. Пирĕн тĕллев — ветерансен çемйисене пулăшасси, социаллă тата ытти правăна хÿтĕлесси. Çамрăксене хĕсмете каймашкăн хатĕрлесси, патриотизм туйăмне вăйлатасси".

Светлана САДЫКОВА.

Тутарстан

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.