Комментари хушас

19 Авăн, 2017

Шăнкăртамри форумра яла аталантарассине сÿтсе яврĕç

Паян, авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра «Ял территорийĕсен аталанăвĕн ку чухнехи тăрăмĕ, çивĕч ыйтăвĕсемпе малашлăхĕ» темăпа VII «Шăнкăртамри диалог» ял экономика форумĕ иртрĕ.

Проекта пурнăçлама Раççей Президенчĕн 2016 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн грант вырăнне уйăрнă патшалăх пулăшăвĕпе тата пĕчĕк хуласемпе ял территорийĕсенчи хастар граждансен «Перспектива» пулăшу фончĕ ирттернĕ конкурса тĕпе хурса уйăрнă укçапа усă кураççĕ.

Йăлана кĕнĕ ĕçлĕ тĕлпулура республикăри ял тăрăхĕсен, тĕрлĕ тытăмри ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисем, предпринимательсем, ял хуçалăх специалисчĕсем пулма хатĕрленекен студентсем «Уйрăм çын хуçалăхĕсенчи теплицăсемпе теплица хуçалăхĕсем», «Мрамор ашне туса илесси тата ăна аталантарасси», «Экологи: биологи каяшĕсемпе усă курасси тата тирпейлесси» секцисенче хресчене ял хуçалăхне аталантарма пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Кăнтăрла иртсен Шăнкăртамри культурăпа кану çуртĕнче пленарлă лару иртрĕ. Форума Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Вăл форумра сÿтсе явнă тема кăсăклине, çĕршывра апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хумаллине, килти хуçалăхсене çине тăрса аталантармаллине, вĕсене патшалăх пулăшнине палăртса хăварчĕ.

Рубрика: