Комментари хушас

25 Ака, 2017

Патăрьел районĕнче "Сарпи вулавĕсем" иртнĕ

Ĕнер Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалласа "Сарпи вулавĕсем" иртнĕ. Кăçалхипе 16-мĕш хут иртекен мероприятие ЧР вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев, Вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Раиса Сарпипе Альбина Юрату сăвăçсем, Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Ирина Рубцова хутшăннă.

Патăрьел район администрацийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, уява пухăннисем валли тăван халăхăмăрăн аслă вĕрентекенĕн Иван Яковлевăн халалĕ чăвашла, вырăсла тата акăлчанла янăранă.

Конкурса хутшăнакансем "Раиса Сарпи, Альбина Юрату сăввисене вуласси" номинацире, асăннă авторсен сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене юрлассипе тата Иван Яковлев калавĕсем тата Раиса Сарпи юмахĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăсене лартассипе тупăшнă.

www.hypar.ru