Пăрачкав районĕнчи механизаторсем ирхи шăнпа хире тухаççĕ

10 Ака, 2017

Пăрачкав районĕнчи механизаторсем ирхи шăнпа усă курса кĕрхисене апатлантараççĕ. Район администрацийĕнче хыпарланă тăрăх, хастарсем темиçе кунта 325 гектар çине удобрени сапнă та. Кунта "Никулинский" кооператив, А.Л. Васильева тата Л.Л. Васильева фермер хуçалăхĕсем çаврăнăçулăхпа палăрнă.

Республикăри хăш-пĕр хуçалăхра вара кĕрхисене пуш уйăхĕнче юр çийĕн апатлантарчĕç. Аса илтерер: хирте юр выртнине пăхмасăрах уя Улатăр "Новь" тулли мар яваплă общество тата Нина Назарова фермер тухнăччĕ. Ун хыççăн Сергей Назаров фермер кĕрхи тулла удобрени сапма пуçланăччĕ. Патăрьел районĕнчи "Батыревский" плодопитомник та кĕрхисене ун чухне апатлантарчĕ.

www.hypar.ru

 

 

 

Рубрика: 

Комментари хушас