Уйăхлăх ăсталăх класĕнчен пуçланнă

16 Кăрлач, 2019

Пăрачкав шкулĕнче массăллă оборона, спортпа патриот уйăхлăхĕ иртет.

Çак мероприяти Сорокинсен çемйин урокĕнчен пуçланнă. Вĕсем ăсталăх класĕ ирттернĕ. Владимир Петрович — М.П.Бочкарев контр-адмирал ячĕллĕ Пăрачкав шкулĕн тинĕс кадет класĕн ашшĕсен совечĕн председателĕ, Анна Сорокина — Чулхулари ШĔМ академийĕн студенчĕ.

Ăсталăх класĕ спорт залĕнче иртнĕ. Анна Калашников автоматне салатса пуçтарма вĕрентнĕ. Владимир Петрович тĕрлĕ хĕç-пăшал çинчен каласа кăтартнă. Кадетсемпе çамрăк армеецсем урокра илнĕ пĕлĕве вĕренÿре усă курĕç.

Валентина ФЕДОРОВА. Unitex-center.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас