çур аки

18 Çу, 2020

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Çураки мĕнле пыни пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ канашлура вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каласа кăтартрĕ. 

Вăл республикăри хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 159,2 пин гектар акнине пĕлтерчĕ. Ку — планпа палăртнин 82%.

6 Çу, 2019

Талăк кăна мар, кашни сехет хаклă

«Çанталăк хресчен çирĕплĕхне тĕрĕслет. Иртнĕ кунсенче çунă çумăр тăпрари нÿрĕк дефицитне пĕчĕклетме пулăшрĕ, пушарсемпе çыхăннă хăрушлăха та чакарчĕ. Çапах ĕç калăпăшĕ пысăк — кĕрхи культурăсен 50 пине яхăн гектарне пăсса çĕнĕрен акма тивнине кура пушшех техника çитмест.

8 Çĕртме, 2018

Сергей АРТАМОНОВ: Çурхи ĕçсене вĕçлерĕмĕр

Республикăра çурхи ĕçсен хĕрÿ тапхăрĕ иртрĕ. Хура тул акса, купăста лартса пĕтермен хуçалăхсем пур. Пĕтĕм ĕçе çак кунсенче вĕçлеççĕ. Акана «Хыпарта» ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕтĕмлетме килĕшрĕ.

Улшăнусем хăш енĕпе?

21 Нарăс, 2018

Йышĕ пур, пахалăхĕ çук

Кунран-кун хĕрÿ тапхăр — çур аки — çывхарать. Çакă хуçалăхсенче те  сисĕнет. Çĕр ĕçченĕсем ял хуçалăх техникине юсаççĕ, вăрлăх тасатаççĕ, минерал удобренийĕ, ГСМ туянаççĕ. Ака-сухана хатĕрленессипе Пăрачкав районĕнче республикăри агрономи конференцийĕ иртнĕ.

5 Çу, 2017

Патăрьелсемпе Елчĕксем акара маларах

Ĕнер, çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Патăрьел тата Елчĕк районĕсенче çур акине еплерех йĕркеленипе паллашнă.

Pages