Йышĕ пур, пахалăхĕ çук
Кунран-кун хĕрÿ тапхăр — çур аки — çывхарать. Çакă хуçалăхсенче те сисĕнет. Çĕр ĕçченĕсем ял хуçалăх техникине юсаççĕ, вăрлăх тасатаççĕ, минерал удобренийĕ, ГСМ туянаççĕ. Ака-сухана хатĕрленессипе Пăрачкав районĕнче республикăри агрономи конференцийĕ иртнĕ.
ЧР Ял хуçалăх министерствин инноваци, отрасль аталанăвĕпе çĕр ĕç пайĕн пуçлăхĕ Владимир Васильев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал акмалли-
лартмалли лаптăксем 560 пин гектар йышăнмалла. Çав шутра çурхи культурăсем — 324,3 пин гектар. Çуррине ытла пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акмалла /53,3%/. Ытти выльăхапачĕлĕх /37,9%, техника культурисем /2,8%/, çĕр улми /5,2%, пахча çимĕç
/0,8%/ пулмалла. Пĕлтĕр кĕркунне 80,5 пин гектар кĕрхи тата выльăх апачĕн культурисене акса хăварнă. Ку палăртнин 76,7% пулать. Плана Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсенче кăна тултарнă. Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш районĕсенче кăтарту уйрăмах пĕчĕк. «Çавна
май республикăра çурхи ĕçсен калăпăшĕ ÿсет», — палăртнă Владимир Васильев.
Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх, кĕрхи культурăсен 50,6% лайăх хĕл каçать. 4,6 проценчĕ вара пĕтме пултарĕ. Пĕтĕмĕшле илсен ку кăтарту пысăк мар. Юр айĕнчи ÿсен-тăран симĕс, тутлăхлă япаласем çителĕклех. Калчана сăтăрçăсем, кăвакăш сиенлени палăрман. Иртнĕ çул вара кăвакăш кĕрхи ырашпа тулла самай пĕтернĕ. Юр кăпăшка, уйра 5-30 см хулăнăш. Тăпра 3-22 см тарăнăш шăннă. Чăн та, уйсенче пăрпа хупланнă лаптăксем те пур-ха. Çапах кĕрхисем хальлĕхе пăшăрхантармаççĕ. Вĕсене çуркунне вăй илсе кайичченех тĕрĕслесе тăрĕç.
Иртнĕ çул республикăри пÿлмене туллиех тырă кĕчĕ. Çавна май ăна акмалăх та самай хăварнă. «Республикăра 49788 пин тонна /101%/ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне хатĕрленĕ. Анчах тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 54% кăна кондицие ларнă», — палăртнă Владимир Геннадьевич. Хисепĕ пур та пахалăхĕ çук иккен. Куславкка районĕнче вара акма юрăхли пурĕ 33% кăна. Муркаш, Улатăр тăрăхĕсенче те лару-тăру япăх. Çав хушăрах Çĕмĕрле, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче ку енĕпе лайăхрах ĕçлеççĕ. Пăрачкав рай-
онĕнче вăрлăх çителĕксĕр. Çитменнине унăн 39% çеç кондицие ларнă.
19293 тонна вăрлăх çÿп-çаплă пулнăран акма юрăхсăр /41%/. Улатăр, Йĕпреç, Куславкка, Красноармейски, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Етĕрне районĕсенче вара ун пекки çурри ытла. Шăтаслăхĕпе кондицие ларманни Муркаш, Çĕрпÿ тăрăхĕсенче те самай. Республикăри кăтарту – 4,6%. Нÿрĕклĕхĕпе вăрлăхăн 3% тивĕçтермен. Канаш, Комсомольски, Муркаш тăрăхĕсенче вăрлăхра сăтăрçăсем нумаййине па-
лăртнă. Малалла вулас...