Çурхи кун çулталăк тăрантарать
Çураки мĕнле пыни пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ канашлура вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каласа кăтартрĕ.
Вăл республикăри хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 159,2 пин гектар акнине пĕлтерчĕ. Ку — планпа палăртнин 82%.
«Елчĕк районĕнче ака планне тултарнă. Улатăр, Патăрьел, Канаш, Красноармейски, Шăмăршă районĕсенче çурхи культурăсем валли уйăрнă лаптăксен 90 ытла процентне акнă», — палăртрĕ министр. Вăл ытти районăн ĕçе хăвăртламаллине аса илтерчĕ. Вице-премьер хуçалăхсене вăрлăхпа, минерал удобренийĕсемпе туллин тивĕçтернине пĕлтерчĕ. Техника культурисене 9,3 пин гектар акнă. Çĕр улми — 1,9 пин гектар.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев сĕннипе çурхи ĕçсене ирттерес тĕлĕшпе кая юлса пыракан районсен — Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Куславкка — администрацийĕсен пуçлăхĕсем хăйсем патĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕç. «Муниципалитетсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен цифрăсене шута илекен çеç мар, процессене йĕркелекен çынсем пулмалла. Кая юлса пыракан хуçалăхсене хăвăр кайăр, лару-тăрупа вырăнта паллашăр, ĕçе йĕркелĕр», — терĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.
Канашлура ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев вăрмана çĕнетес ĕç мĕнлерех пыни пирки каласа кăтартрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, ку ĕçе кăçал 1059,2 гектар лаптăк çинче пурнăçламалла: çав шутран çуркунне — 556,2 гектар çинче.
Комментари хушас