Киленÿ тыткăнĕнче
Эпир ялта хунямапа пĕрле пурăнатпăр. Вăл мана хăйĕн хĕрĕ пек юратайманнине лайăх ăнланатăп. Мăнукĕсемшĕн чун ăшшине ан шеллетĕр — маншăн çакă пĕлтерĕшлĕрех. Килти пур ĕçе те хам тума хăнăхнă. Çурта çĕнетес тесе качча тухсанах картиш тулли выльăх усрама пуçларăмăр. Упăшка укçа ĕçлесе илес тĕллевпе Мускав çывăхĕнчи пĕр предприятие вырнаçрĕ. Вахтăпа çÿрекенскер çуршар уйăхлăха килтен тухса каять. Ывăлĕ ĕçленĕ вăхăтра хуняма хĕрĕсем патĕнче хăналанать. Уншăн ÿпкелешместĕп, кайтăрах.