Упăшка алă çинче йăтса çÿрет
Кукамай патне хăнана çÿреме юрататтăм. Вăл, вăрçă вăхăтĕнче çитĕннĕскер, укçине хытă тытатчĕ. Çапах пирĕншĕн, мăнукĕсемшĕн, юлашки тенкине кăларса пама хатĕрччĕ. Ăна тÿрех лавккана çавăтса каяттăмăр. Вăл пире канфет-пĕремĕк, ручка-кăранташ, çи-пуç илсе паратчĕ. Лайăхчĕ унăн ытамĕнче. Çакăнтах Олегпа паллашрăм. Клубра утăм тума памастчĕ вăл мана. Киле пĕрле таврăннă чухне те сăмах сыпăнман пирĕн. Килĕшмен çынпа мĕн сÿтсе явăн? Вĕçкĕнсене ачаранах чăтма пултараймастăп. Тата хамран çÿллĕрех каччăсенчен те пăрăнса иртес килет. Олег вара лутра та типшĕм кĕлеткеллĕ. Çапах ăна та хĕрсем килĕштеретчĕç. Вăл яланхиллех мана куçран вĕçертмест.
Салтака ăсатса яма чĕнчĕ — каймарăм. Манран сивĕнчĕ пуль тенĕччĕ. Çук, çĕршыв хÿтĕлевçи çыру хыççăн çыру вĕçтерчĕ. Ăна шеллесе хурав ятăм. Вăл юратни çинчен çырма пуçларĕ. Эпĕ чуна уçман, çĕнĕ хыпарсем пĕлтернипех çырлахаттăм.
Хĕсметрен арçын пулса таврăнчĕ Олег. Ман çÿллĕш çитĕнни тÿрех куçа курăнчĕ. Унăн хул-çурăмĕ сарăлнине ыттисем те асăрхарĕç. Ташă каçĕнче мана çĕклесе çаврăнчĕ. Кур-ха, вăйĕ те хушăннă!
Те унран тарса йăлăхрăм, те ыттисем пекех мăшăрлă пулас килчĕ — парăнтăм, качча тухма килĕшрĕм. Кăштахранах мĕн туса хунине ăнланса илтĕм. Хирĕçлеме те пулатчĕ, анчах эпĕ хамăн сăмаха çилпе вĕçтерме хăнăхман. Каланă тăк — тумалла.
Туйра хытă макăртăм. Малтанах мана никам та лăплантараймарĕ. Çапах хама алла илтĕм. Тепри пулсан йăл кулăпа çиçетчĕ, ташлатчĕ, тав туса парне йышăнатчĕ. Мана нимĕн те савăнтармарĕ.
Упăшка хăйĕн юратăвне ĕçпе çирĕплетме пуçларĕ. Кил таврашĕнче тем тума та пĕлет. Ĕмĕт-тĕллевĕ те пысăк унăн. Колхоз çĕрĕсене арендăна илчĕ, техника туянчĕ мăшăрăм. Апат çимесĕр тенĕ пек ĕçлет. Укçа пуçтарса икĕ хутлă çурт лартрĕ. Пирĕн пекки таврара та пĕрре çеç.
Кил-çурта юратура çуралнă ачасен сасси илем кÿрет. Ахальтен мар кукамай Олегпа пĕрле телей шырама каларĕ. Ĕçченлĕхĕшĕн, вăр-варлăхĕшĕн, шухăшне пурнăçа кĕртме тăрăшнишĕн хисеплетĕп ăна. Ахалех тиркенĕ малтан. Унран лайăхрах упăшка пур-ши çĕр çинче?
«Ялта пурăнатпăр пулин те хулара тĕпленнисенчен хитререх тумланмалла санăн», — аса илтерсех тăрать вăл мана. «Юлашки вăхăтра мăнтăрлантăн», — юлташсемех кăмăла пăсасшăн. «Куратăр вĕт, упăшка çуран уттармасть, алă çинче йăтса çÿрет», — тетĕп йăл кулса.
Нумаях пулмасть черетлĕ кĕпе туянас вырăнне тренажер илтĕм. Кĕçех ытлашши килограмсенчен хăтăлăп та малтанхи пекех хитре пулăп.
Лира ЛЕВОЧКИНА.
Комментари хушас