Упăшка алă çинче йăтса çÿрет
Кукамай патне хăнана çÿреме юрататтăм. Вăл, вăрçă вăхăтĕнче çитĕннĕскер, укçине хытă тытатчĕ. Çапах пирĕншĕн, мăнукĕсемшĕн, юлашки тенкине кăларса пама хатĕрччĕ. Ăна тÿрех лавккана çавăтса каяттăмăр. Вăл пире канфет-пĕремĕк, ручка-кăранташ, çи-пуç илсе паратчĕ. Лайăхчĕ унăн ытамĕнче. Çакăнтах Олегпа паллашрăм. Клубра утăм тума памастчĕ вăл мана. Киле пĕрле таврăннă чухне те сăмах сыпăнман пирĕн. Килĕшмен çынпа мĕн сÿтсе явăн? Вĕçкĕнсене ачаранах чăтма пултараймастăп. Тата хамран çÿллĕрех каччăсенчен те пăрăнса иртес килет. Олег вара лутра та типшĕм кĕлеткеллĕ.