Тĕлпулăва арăм килчĕ
Вăл каçхине эпĕ яланхиллех хамăн юратнă кресло çине вырнаçнăччĕ, телевизор пăхаттăм. Юнашар — юратнă кушакăм. Вăл та çамрăк мар ĕнтĕ. Пĕр хушă шухăша путрăм: виçĕ уйăхран пенсие тухатăп. Мĕн тăвăп-ха малашне? Çу кунĕсенче пахчара кĕшĕлтетĕп-ха. Хĕлле вара?
Уйăх каялла çеç-ха «паллашас кăмăл пур» текен пĕлтерÿсенчен кулаттăм. Акă паян хам та çакнашкаллине çырма лартăм. Ку маншăн çывхаракан пĕчченлĕхрен хăтаракан хăйне евĕр çăлăнăç карапĕ пулса тăчĕ.
Хаçатра пичетлемелли кĕске характеристика шăрçалама çăмăл пулмарĕ. Е хама ытлашши ырларăм, е вуçех те киревсĕр йăлаллă пулса тухрăм. Çур блокнот вараланă хыççăн тинех юрăхлă текст çырнă пек туйăнчĕ. Ăна тепĕр кунах хаçата кайса патăм.
Часах çырусем килме тытăнчĕç. Анчах чылай хĕрарăм манăн кăмăла тивĕçтермерĕ, çавăнпах хирĕç хуравламарăм. Хăшне-пĕрне вăхăт ирттермелле ячĕшĕн тенешкел салам ятăм. Йĕркеллĕ хĕрарăмпа паллашас шанчăкăм та сÿннĕччĕ ĕнтĕ — пĕр кунхине алла хаçат татки çакланчĕ. Шăпах унта пĕри арçын тус шырать. Пĕлтерĕве вуласан пĕр-пĕрне килĕштерессĕн туйăнчĕ. Киле çитсен тÿрех çыру шăрçалама лартăм — ытти арçынсенчен маларах ĕлкĕрес килчĕ.
Галя хула варринчи скверта тĕлпулма килĕшрĕ. Вăл кун кунĕпех хавас кăмăлпа çÿрерĕм. Тĕрĕссипе, тахçанах кун пек çунатланса вĕçменччĕ. Çамрăк чухнехине аса илтĕм мар-и? Тĕлпулăва чечек çыххипе каймаллине те манман-ха. Арçынсен палăртнă вăхăтран 10 минут маларах çитмелли йĕрке пурри те асрах. Çамрăк чухнехиллех хумханатăп хам. Тусăм темшĕн васкамарĕ. Нивушлĕ килмест-ши тесе шухăшлама та тытăнтăм ĕнтĕ. Ăна кĕтсе алăри чечексем те шанассăн туйăнчĕ. Кăмăлăм хуçăлма пуçланăччĕ... Сарă çÿçлĕ хĕрарăм курăнса кайрĕ.
Хура куçлăх тăхăннăскер ман пата çывхарнăçемĕн чĕрем тапма манчĕ тейĕн. Тĕлпулăва 20 çул каяллах уйрăлнă арăм килчĕ те тăчĕ! Çамрăк чухнехиллех чипер те илĕртÿллĕ хăй. Çулсем иртмен те тейĕн.
— Вăт ку — парне! — пĕççине шарт! çапрĕ вăл. Хура куçлăхне эпĕ унăн кăвак куçĕнче путам тесех хыврĕ-тĕр. — Эсир-и-ха манпа курнăçас текен? — унчченхиллех вичкĕннĕн евитлерĕ вăл.
— Çапла пулса тухать, — шăппăн хуравларăм эпĕ.
Хам хĕрелме тытăннине туйрăм. Чечек çыххине тăсса патăм. Пит çăмартинчен чăпăрт! турăм.
— Тавах, — йĕрĕнчĕклĕрех тухрĕ сасси. — Тусăм, нивушлĕ киревсĕр йăласенчен хăпрăн? Ĕненес те килмест. Туртмастăн та-и? Ĕçме те пăрахрăн мар пулĕ те? Килтех ларатăн-и вара? Аллу та ылтăн-мĕн? Эпĕ астăвасса пăта çапма та пĕлместĕнччĕ. Кран тÿрлетме те кÿршĕри Петровича чĕнеттĕн. Сана килте уйăхĕпе курманнипех уйрăлтăм. Çÿллĕшне те 3 сантиметр ÿстернĕ-çке.
— Нуль таран çеç хăпартрăм, — терĕм хама хÿтĕлемеллине, хирĕç тапăнмалли сăмах шырама вăхăт çитнине ăнланнă май. — Эсĕ те суеçтернĕ-çке. Санăн çÿçÿ — сăрланăскер, хăвăн мар. Хăçантанпа апат хатĕрлеме, çĕлеме, чăлха çыхма пĕлетĕн тата? Мана пĕр тÿме те лартса паман вĕт эсĕ!..
«Çапах та çак хĕрарăмра темскер пурах», — шухăша путрăм эпĕ киле таврăннă май. Нивушлĕ ăнах тепĕр хутчен юратса пăрахрăм? Киле çитсен салтăнтăм та мăшăра шăнкăравлас тесе кĕсьерен телефона кăлартăм. Тимĕре те вĕри чухне туптамалла-çке, хĕрсе кайнă чухне ĕçе вĕçнех çитерес терĕм.
Малалла мĕн пулнине тепĕр чухне çырса пĕлтерĕп.
Владимир Я.