Кун пек те пулать

29 Авăн, 2016

Упăшкана савакан хĕр кашни утăма йĕрлет

«Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене ырă кун сунатăп. Кĕрхи çумăрлă кунсенче çак кăларăма вуласа чуна йăпататăп. Тунсăха сирме, кăмăла çĕклеме пулăшать вăл мана. Хальхинче хам та чуна уçма шухăш тытрăм. Пурнăçри пулăмсенчен тепĕр чухне пуç çурăлса тухасла ыратать. Çемьере эпир пиллĕкĕн ÿснĕ. Пиччесемпе шăллăмсемпе çавах чуна уçса калаçайман. Вĕсем мана хăйăр купи çине выляма та пĕрле илсе çÿреместчĕç. Алла пукане тыттаратчĕç те кил умĕнче лартса хăваратчĕç. Куççуль типиччен макăраттăм та пĕчченех выляттăм. Çитĕннĕçемĕн йăмăк кирлине туйма тытăнтăм.

27 Çурла, 2016

Кин кĕртесшĕнччĕ...

Ывăл-хĕр ÿссе çитсен вĕсене мăшăрлантарма вăхăт çитет. Кашнинех пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Çăмăл мар паллах. «Виçĕ хĕр качча парсан — эс çука тăрса юлан», — такмаклать пĕри.

25 Çурла, 2016

Инкек пĕччен çÿремест

- Варук аппан мăнукĕ тупăннă. Нарспи пек сăн-питлĕ, яштака хурăн пек çÿллĕ те илемлĕ хĕр катемпиех çаврăннă. Çийĕнче кивĕ тумтир. Кукамăшĕ чиркĕве çÿрени, ир тăрсан та, каç выртсан та кĕлĕ туни пулăшрĕ пулинех. Тыткăнра пулнă тет, - ял çийĕн çиçĕм евĕр хăвăрт вĕçрĕ хыпар.

Ял-йыш Варук аппан хуйхи-суйхине ăнланатчĕ, малтан хĕрĕ вилчĕ, унтан мăнукĕ таçта кайса кĕчĕ. Çавăнпа та май пур таран ырă сăмахпа та пулин чунне ăшăтма тăрăшрĕ. Хальхи саманан пăтăрмахĕсем кашни киле кĕме пултараççĕ, ытла та пăлханать тĕнче. Хулара пурнăç тата та хăрушăрах. Мĕн чухлĕ çын йĕп пек çухалать.

28 Утă, 2016

Аннепе пĕр кун пурăнасчĕ

— Анне! Ан пăрахса хăвар мана. Эпĕ те санпа пыратăп. Сантали тăхăнăп та. Кĕт-ха... — йĕре-йĕре хыпаланчĕ иккĕри Марине. Амăшĕ вара хĕрачана улталаса хăварчĕ те пахча хыçнелле чупрĕ. Унта ăна машинăра ĕлĕкхи савнийĕ кĕтет...

Света Генăран уйрăлнă хыççăн ачине яла, кукамăшĕ патне, хăварчĕ. Тĕрĕссипе, амăшĕ хăй çине тăчĕ, мăнукне хулана парса ямарĕ.

23 Утă, 2016

Качча кайманскер

Ватта юлнă хĕр хĕрĕх чĕлхеллĕ.
/Ваттисен сăмахĕ/.

Килте чашăк-тирĕк шăкăртатасси камăн пулмасть? Пирĕн те çаплах. Генукпа час-часах тавлашатпăр. Вăл — арçын. Унăн сăмахĕ пĕлтерĕшлĕ пулмалла пек. Анчах манăн та парăнас килмест. Çапла хушăран калаçмасăр виçĕ-тăватă кун та пурăнатпăр. Тепĕр чухне «байкот» текенни эрнелĕх те тăсăлать. Кун пек чухне хама тĕрлĕрен тытатăп эпĕ. Килте кам хуçа иккенне ĕнентерме апат пачах пĕçерместĕп. Хĕрĕм ача садне çÿрет, унтан таврăнсан чей çеç ĕçет. Е иксĕмĕре валли пăтă хатĕрлетĕп те Генук таврăннă тĕле чашăк-тирĕке тап-таса пуçтарса хуратпăр. Упăшкам ĕçе ирех тухса кайнăран хама валли «кучченеç» янтăлама та вăхăт çителĕклĕ. Кăна Генук та чухлать. Ара, эпĕ выçă çÿреместĕп-иç. Типĕ апат çырткаласа ывăнсан хăех парăнать. Вĕри апат кама илĕртмест? Ялан кафере çеç çинипе ĕç тухмасть-çке.

Pages