Кин кĕртесшĕнччĕ...

27 Çурла, 2016

Ывăл-хĕр ÿссе çитсен вĕсене мăшăрлантарма вăхăт çитет. Кашнинех пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Çăмăл мар паллах. «Виçĕ хĕр качча парсан — эс çука тăрса юлан», — такмаклать пĕри.

Манăн вара икĕ ывăл. Асли «хуняма» ята илттерни çичĕ çул та çитрĕ. Кинпе аванах пурăнатпăр. Ара, ют хулара тĕпленнĕскерпе усал пулма майĕ те çук. Çулталăкне пĕрре килеççĕ те. Мăнуксене 365 кунра икĕ хутчен курма май килсен вуçех те уяв. Хăнана килнĕскерсен умĕнче тапăртатса çеç тăратăп. Виçĕмçул, кĕçĕнни авланнă чухне, ытларах пурăнчĕç-ха, туй таврашне хатĕрленме пулăшрĕç. Пахчари, кил-çуртри ĕçсене те пĕрлех пурнăçлама тиврĕ. Хула хĕрĕ. Урăх мĕн калас?

Кĕçĕн кин — кÿршĕ ялтан. Ĕçчен те маттур пулмалла пек. Çĕр çинче ĕçлесе ÿснĕ-çке. Аплах мар иккен.

Петя авланасса пĕлтерсен ку хыпара мăшăрăмпа хаваспах йышăнтăмăр. Ывăлăм хусахсен йышĕнче мар пулин те, 25 çула та çитменччĕ, çемье çавăрсан яваплăх ÿсет, унта-кунта аташса çÿреме вăхăт юлмасть — çапла шанатпăр-çке амăшĕсем. Арăмĕсем пăхса-тĕрĕслесе тăма тытăнаççĕ тата. Каллех яваплăха хамăр çинчен сирнишĕн савăнатпăр.

Чаплă туй кĕрлеттертĕмĕр. Паянхи йăлапа тăвансенене кафере пухрăмăр. Халăх йăлипе кĕçĕнни тĕп килте юлмалла, анчах паян çамрăксем хулана туртăнаççĕ вĕт. Пушшех те, Петя Мускавра ĕçлесе пурăнать. Ăна унтан каялла таврăнма хамăр та хушман. Тăрăштăрах, ĕçлетĕрех май пур чухне. Вăхăт çитсен кине те пĕрле илсе кайĕ-ха. Хальлĕхе пĕчĕк ачаллăскер ялтах пурăнать. Амăшĕ патĕнче тульккăш, пирĕнпе мар.

Манăн ĕç çук-ха, анчах эпĕ Ваçукăн асламăшĕ-çке, мăнукăн пирĕнпе çитĕнмелле пек. Ĕçлесрен сехри хăпнăранах Света кинĕм ашшĕ-амăшĕн килĕнче пурăнать. Ачаран ыйха кăнтăрлаччен тăсма хăнăхнăскер ирпе тăрса ĕне сăвас çуках. Ывăл килсен çемье пирĕн патра. Ун чухне те тĕлĕнсе пĕтерейместĕп паянхи çамрăксенчен. Эх, пуçлать ачашланма упăшки çумĕнче. Юрать-ха шăп çакăн пек кинсем валли пирĕн пеккисем, лайăх упăшка çуратса паракан амăшĕсем пур. Унсăрăн пĕтеççĕ вĕт. Пĕртен-пĕр ачине те пĕччен пăхаймаççĕ те. Ваçук кутне çума та кинĕм аран хăнăхрĕ. Ачине алла хăнăхтарнăранах тула тухасси те чĕр тамăк Светăшăн. Ара, сăпкана вырттарсанах хурах! кăшкăрать. Эпир ачасене мĕнле пăхнă-ши? Юрать-ха манăн иккĕ кăна пулнă. Кÿршĕсем акă пилĕк ача ÿстерчĕç. Галя ыттисемпе танах пахча та çумланă, ĕне те сунă.

Хальхи çамрăксем выльăх пăхма мар, ача кипкине те çăваймаççĕ. Юрать çав ухмаха — автомат машинăна — шухăшласа кăларнă тата. Теприсем ăна «хуняма» та теççĕ-ха. Пĕр купа пухнă хыççăн шăпах унта тултарать те Ваçук çи-пуçне амăшĕ.

Апат янтăлас тĕлĕшпе те ăста теме çук кине. Пĕрле пурăнмасан та чухлатăп çакна. Иртнинче яшка пĕçерме хушрăм. Хамăр пахчана тухрăмăр. Шыв ĕçме курка илес тесе пÿрте кĕмелле пулчĕ. Тулти алăка уçрăм та — кинĕм яшкана мĕн хыççăн мĕн ямаллине амăшĕнчен ыйтнине илтех кайрăм. Те хырăм выçнăран, апачĕ пыра тăрăнмарĕ-ха та... Кăштах тăвар тути каламанччĕ тульккăш.

Тепĕр енчен, кинĕм манпа пурăнманни аван та пулĕ. Харкашса пĕтерес çукчĕ иксĕмĕр. Вăл та хам пекех усал вĕт. Мĕн чухлĕ тарăхăттăм. Вăл та маххă памĕччĕ. Чи кирли, ывăлăмпа килĕштерсе пурăнччăр. Пĕр-пĕрне юратаççĕ пек-ха.

Лайăх кин кĕртсе çав тери килĕштерсе пурăнма ĕмĕтленеттĕм. Пулмарĕ ахăртнех...

ВАЛЕНТИНА.

Йĕпреç районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.