Комментари хушас

25 Çурла, 2016

Инкек пĕччен çÿремест

- Варук аппан мăнукĕ тупăннă. Нарспи пек сăн-питлĕ, яштака хурăн пек çÿллĕ те илемлĕ хĕр катемпиех çаврăннă. Çийĕнче кивĕ тумтир. Кукамăшĕ чиркĕве çÿрени, ир тăрсан та, каç выртсан та кĕлĕ туни пулăшрĕ пулинех. Тыткăнра пулнă тет, - ял çийĕн çиçĕм евĕр хăвăрт вĕçрĕ хыпар.

Ял-йыш Варук аппан хуйхи-суйхине ăнланатчĕ, малтан хĕрĕ вилчĕ, унтан мăнукĕ таçта кайса кĕчĕ. Çавăнпа та май пур таран ырă сăмахпа та пулин чунне ăшăтма тăрăшрĕ. Хальхи саманан пăтăрмахĕсем кашни киле кĕме пултараççĕ, ытла та пăлханать тĕнче. Хулара пурнăç тата та хăрушăрах. Мĕн чухлĕ çын йĕп пек çухалать.

... Варук аппан пурнăçĕ çăмăл килмерĕ. Ир такăнсан каçчен тенĕ евĕр хăй тăлăх ÿсрĕ, хĕрне те пĕччен пăхса çитĕнтерчĕ. Мăшăрĕ аварире вилчĕ. Пултаруллă шоферччĕ, пирус туртмастчĕ, сăра-эрех ĕçместчĕ. Çул çинчи ÿсĕре пула çирĕм урлă каçсанах çĕре кĕчĕ.

Хăйне уямасăр, ĕçрен ÿркенмесĕр хуçалăха пĕччен тытса пычĕ Варук. Упăшкасăр тăрса юлнăскер урăх качча тухма шухăшламарĕ. Ял çинче сăпайлă та маттур пулнипе палăракан çамрăк хĕрарăмпа çемье çавăрас шухăшлă каччăсем те пурччĕ. Çук, яхăнне те ямарĕ тăлăх арăм. Хĕр пĕрчишĕн пурăнчĕ, уншăн çамрăклăхне шеллемерĕ. Пĕчченех çурт лартрĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрарĕ.

Хĕрĕ педагог профессине алла илсен хулана ĕçе вырнаçрĕ. Амăшне пĕччен пурăнма йывăррине ăнланса яла та килесшĕнччĕ Ирина. Анчах Варук яхăнне те ямарĕ. «Хулара хĕрарăма пурăнма çăмăл. Епле те пулсан унта вырнаçма тăрăш. Ватлăхра хам та пырăп», - терĕ.

Амăшĕнчен иртеймерĕ хĕрĕ. Чăн та, тĕрĕсех-çке. Ялĕ район центрĕнчен питĕ инçетре, хĕлле пырса кĕме те çук.

Ирина амăшĕн шăпине кура-ши качча тухма васкамарĕ. Каснă-лартнă ашшĕ: утмăлтурат чечекĕ евĕр кăн-кăвак куçлă, çырă çивĕчĕ пилĕк таран. Малтан вĕренсе пĕтерес терĕ, унтан хваттер илме укçа-тенкĕ пуçтарчĕ. Вăтăртан иртсен хăй çулĕнчи Аркадипе пĕрлешрĕ. Вăл заводра ĕçлет, инженер. Çамрăк мăшăр пысăк хваттерлĕ пулчĕ, ача çуратрĕ. Хĕрĕпе кĕрÿшĕ кăвакарчăнсем пек шăкăл-шăкăл калаçса пурăннине курса тăракан Варук аппа телейлĕччĕ, мăнукĕшĕн çав тери савăнатчĕ.

Çулсем çил пек вĕçсе иртрĕç. Юлашки вăхăтра Аркадий килне часах килейменни, унран эрех шăрши кĕни шухăшлаттарчĕ Иринăна. Час-часах командировкăсене çÿреме пуçларĕ, пухăннă укçа-тенкĕ саланчĕ те саланчĕ. «Мĕн пулса иртет? Мĕншĕн улшăнчĕ упăшка? Ĕçре лару-тăру япăх-ши?» - пуçне ватрĕ хĕрарăм. Анчах ырă та, усал та чĕнмерĕ, арçын хăй чунне уçасса кĕтрĕ.

Пĕр каçхине вара Аркадие арăмĕ те, хĕрĕ те палласа илеймерĕç. Аран-аран сĕтĕрĕнсе килекенскерĕн пит-куçĕ тăрăх юн юхрĕ, чаплă тумтирне хывса илнĕ.

- Каçарăрах мана, каçарăрах. Пурнăçăма карт вăййи пĕтерчĕ... - теме çеç ĕлкĕрчĕ арçын. Чи çывăх çыннин аллинче ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ.

Мĕн пулнине ăнланайман арăмĕпе хĕрĕ пĕр вăхăт хытса тăчĕç, тăна кĕрсен полицие шăнкăравларĕç. Упăшки чĕрепе аптракан арăмне шелленине, казиносене çÿренине, укçи-тенкине выляса янине Ирина каярахпа çеç ăнланчĕ.

Упăшкине пытарнă хыççăн тăлăх арăм патне арçынсем пĕрин хыççăн тепри шаккама пуçларĕç.

- Аркадий пире нумай укçа памалла. Кивçене тавăрмасан урăхла калаçмалла пулĕ! - тесе хăратрĕç.

Иринăпа Наташа сехĕрленсе пурăнма пуçларĕç. Урамра чухне те таçтан-муртан вĕсен умне арçын сиксе тухса: «Срок нумай мар, укçа çук пулсан хваттерне туртса илетпĕр. Эпир санпа калаçнине пакунлисене пĕлтерсен ÿкĕнмелле пулĕ!» - тенине кашни кун илтме пуçласан Ирина яла куçса кайма шут тытрĕ. Наташа вăтам шкул пĕтертĕр çеç. Шутлă кунсем çывхарчĕç.

- Тепĕр уйăх кĕтĕр, хваттер сутса укçа тÿлетпĕр, ан тĕкĕнĕр пире, - пĕрре мар ÿкĕтлерĕ мăйăхлисене Ирина. Анчах усал çынсен кăмăлне кам улăштарайĕ? Наташа шкултанах çухалчĕ. Пĕрле вĕренекенсем те сиссе юлайман.

Инкек çине синкек сиксе тухнине пула Иринăн чĕри чăтаймарĕ, тапма чарăнчĕ.

- Наташа, хĕрĕм! Наташа! - тесех куçне хупрĕ вăл.

Варук аппа кĕске вăхăтрах чи çывăх çыннисене çухатнăран ăс-тăнпа та улшăнчĕ малтан.

- Мăнукăм виллине никам та курман. Вăл сывă, чĕрепе туятăп, - тетчĕ час-часах кинемей. Алăк уçăлмассерен Наташа мар-ши тесе тинкеретчĕ.

... Утмăлтан иртнĕ Варук аппан кăмăлĕ паян ир-ирех пăлханчăк. Çывăрма маннăскер таçтан ыйхи тупăнчĕ унăн. Ытахальтен марах. Кĕтнĕ çын килсе кĕрессĕн туйăнать. Чĕри те хĕрÿллĕн тапать, пĕр ĕçне пĕтерет, теприне тытать. Кил-çуртне тасатрĕ, кăмака хутса кукăль пĕçерчĕ, шăрттан лартрĕ.

Пÿлĕмре пысăклатнă сăнÿкерчĕк иккĕ: хĕрĕпе кĕрÿшĕ, Наташа вара пĕччен тăрать. Вĕсем çине пăхмасăр пĕр кун та, пĕр сехет те иртмест унăн.

Кун иртрĕ, каç пулчĕ. «Ват çын чунĕ мĕскер улталать? Ырра сиссе пулĕ терĕм-çке», - хăйпе хăй калаçрĕ Варук. Пĕчченскер, çапла калаçассине йăлана кĕртнĕ вăл. Тепĕр чухне кунĕпе те килтен тухмасть, пĕлĕш-тăванĕсем, кÿршисем те кашни кун килме вăхăт çитереймеççĕ.

Каç пулсан выльăхĕсене витене хупрĕ. Акă хапха алăкĕ шăппăн уçăлчĕ те картишне хĕрарăм кĕрсе тăчĕ.

- Наташа! Эсĕ-и ку, мăнукăм? Ылтăнăм! - çил пек ыткăнчĕ Варук аппа тахçантанпа кĕтекен çын патне.

- Кукамай! Эпĕ, эпĕ. Çитрĕм вĕт, çитрĕм. Анне ăçта? - куççуль юхрĕ пĕр чарăнми. Кинемейĕн куççулĕ тахçанах типнĕ, вăл мăнукне пăхса ытараймасть. Паллах, 17-ри хĕр илемĕнчен нимĕн те тăрса юлман. Куçĕ çеç утмăлтурат чечекĕ евĕр кăн-кăвак.

- Мухтав Турра, пур пĕрех кĕтсе илтĕм! - теме çеç пултарчĕ Варук аппа мăнукне ыталаса.

... Шкултан пĕр ача чĕнсе тухнă Наташăна. Унччен те пулман виçĕ каччă хĕре хăратса çăмăл машина çине ларма хушнă.

- Аçун кивçенĕ пĕтрĕ, сана сутса ятăмăр, - тенĕ вĕсем ун куçне хупласа.

Çакăнтан Наташăн терчĕ-нуши пуçланнă. Малтанах мăнтăр та ватă хура арçынсем ăна черетпе мăшкăлланă, унтан ытти ушкăна панă. Юлашкинчен хăй пек шăпаллă хĕр-упраçпа пĕрле «арçынсене йăпатакан çурта» сутса янă. Мăшкăла чăтаймасăр хăй çине алă хума та тăнă Наташа.

- Пур пĕрех таратпăр. Эпир иксĕмĕр те пĕр хуларан, пĕр-пĕрне хÿтĕлесе пурăнар, - тенĕ пĕр шăпаллă Галина Наташăна вилĕмрен çăлса.

Виçĕ çул Наташăшăн ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. Ăнсăртран çакăнта ватă вырăс арçынни пулăшнипе çеç «йăпану çуртĕнчен» хăтăлнă Наташа. Кăн-кăвак пуличчен, ÿт тĕсĕ юлмиччен пусмăрланă хĕрсене. Пĕр документ та çук. Ăшă çĕрте хĕллехи тум кирлĕ мар, çавăнпа унтан-кунтан кивĕ япала тупса, вырăс çынни панă укçапа тăван тăрăха çитнĕ. Хулари хваттерне кайма шикленнĕ, тÿрех кукамăшĕ патне çул тытнă.

- Тĕрĕс тунă кунта килсе, эпĕ хăçантанпа кĕтетĕп сана. Аннÿ кĕтсе илеймерĕ...

- Мĕскер? Анне, аннеçĕм..! - ниепле те лăпланаймарĕ Наташа. Вăл амăшне ĕмĕрлĕхех çухатнине, хăй тăван тăрăха çитнине ĕненмерĕ. Тыткăнра вун-вун хĕр-упраç пурăнать, вĕсем тăванĕсем патне хăçан таврăнĕç-ши?

Валентина КИРИЛЛОВА.

Елчĕк районĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.