Комментари хушас

29 Авăн, 2016

Упăшкана савакан хĕр кашни утăма йĕрлет

«Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене ырă кун сунатăп. Кĕрхи çумăрлă кунсенче çак кăларăма вуласа чуна йăпататăп. Тунсăха сирме, кăмăла çĕклеме пулăшать вăл мана. Хальхинче хам та чуна уçма шухăш тытрăм. Пурнăçри пулăмсенчен тепĕр чухне пуç çурăлса тухасла ыратать. Çемьере эпир пиллĕкĕн ÿснĕ. Пиччесемпе шăллăмсемпе çавах чуна уçса калаçайман. Вĕсем мана хăйăр купи çине выляма та пĕрле илсе çÿреместчĕç. Алла пукане тыттаратчĕç те кил умĕнче лартса хăваратчĕç. Куççуль типиччен макăраттăм та пĕчченех выляттăм. Çитĕннĕçемĕн йăмăк кирлине туйма тытăнтăм.

Шкул пĕтерсен училищĕне вĕренме кĕтĕм. Общежитире пурăнма пуçласан каччăсем çулăхма тытăнчĕç. Эпĕ кухньăра тутлă шăршă кăларнине туйсан пурте пирĕн пÿлĕм алăкĕнчен шаккатчĕç. Пĕçернĕ апат пĕрре ларса çиме çеç çитетчĕ. Эпĕ кăмăлсăрланмастăм. Пÿрт тулли арçынна тăрантарас тесе аннепе кунĕпех плита умĕнче ăшталанаттăмăр. Çавăнпа эпĕ чуста çăрма та, хуран кукли пĕçерме те шкулта вĕреннĕ чухнех пĕлеттĕм. Общежитири хĕрсем сĕнÿ-канаш ыйтма ман пата час-часах килетчĕç. Вĕсем ыйтнипе савнийĕсем валли пицца пĕçерни е икерчĕ ăшалани пĕрре мар пулнă. «Санăн повара вĕренме каймалла», — тетчĕç мана пĕр хутра пурăнакан йĕкĕтсем. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.