Комментари хушас

18 Пуш, 2017

Киленÿ тыткăнĕнче

Эпир ялта хунямапа пĕрле пурăнатпăр. Вăл мана хăйĕн хĕрĕ пек юратайманнине лайăх ăнланатăп. Мăнукĕсемшĕн чун ăшшине ан шеллетĕр — маншăн çакă пĕлтерĕшлĕрех. Килти пур ĕçе те хам тума хăнăхнă. Çурта çĕнетес тесе качча тухсанах картиш тулли выльăх усрама пуçларăмăр. Упăшка укçа ĕçлесе илес тĕллевпе Мускав çывăхĕнчи пĕр предприятие вырнаçрĕ. Вахтăпа çÿрекенскер çуршар уйăхлăха килтен тухса каять. Ывăлĕ ĕçленĕ вăхăтра хуняма хĕрĕсем патĕнче хăналанать. Уншăн ÿпкелешместĕп, кайтăрах.

Эх, ытла та хамăра шеллеме пĕлместпĕр-çке эпир, чăваш хĕрарăмĕсем. Ывăл çуралнă кун яланах куç умне тухать. Ун чухне кăмака хутаттăмăр. Выльăх апатне ухватпа йăтнăран ирех хырăм ыратма пуçларĕ. Хуняма яланхи пекех юнашар яла кайнă. Çăмăлланма хатĕрленекен кинне пулăшасси çинчен шухăшламасть те ахăр. Выртса сывлăш çавăрса илетĕп те — каллех ĕçе пуçăнатăп. Ял çыннишĕн выльăх тĕп вырăнта, çавăнпа ыратнине шăл çыртса чăтатпăр. Вăй пĕтсе пынăран халь-халь ÿкессĕн, тăн çухатассăн туйăнать. Çаплипех чăх-чĕпе апатлантартăм, ĕне сурăм, сурăхсене утă патăм, сыснасене кăна çитермелли юлчĕ. Темле пулсан та йывăр витрепе вĕсем патне тухма та хал çитертĕм.

Тинех "Васкавлă пулăшу" чĕнме юрать. Телее, тухтăрсем нумай кĕттермерĕç. Хырăм ыратнăран хирĕç те тухаймарăм. Хăйсемех пÿрте васкаса кĕчĕç. Юр хÿсе лартнине пула пĕчĕк яла машинăпа кĕреймен сывлăх сыхлавçисем. Мана, кĕç-вĕç çуратма хатĕрленекенскерне, мĕнле илсе тухмалла вĕсен аслă çул çине?

Шурă халатли çийĕнчех больницăн тĕп врачĕпе çыхăнчĕ. Вăл ял администрацине шăнкăравланă. Нумай вăхăт иртрĕ-и, сахал-и — юнашар ялти Петĕр пирĕн тăрăхри пĕртен-пĕр лашине кÿлсе килчĕ. Вăй питти арçын çуна çине вырттарчĕ мана. Çилпе тавлашса чупрĕ урхамах.

Больницăна мĕнле çитнине те ас тумастăп — шала кĕртсенех çăмăллантăм. Ача çут тĕнчене килнине пĕлтерсе уçă сассипе макăрса ячĕ. Чи телейлĕ хĕрарăм мар-и вара эпĕ?

Çывăрса тăрсанах упăшка çитрĕ. Ача çуралнине пĕлсенех çула тухнă вăл. Ăна курсанах пит çăмарти тăрăх савăнăç куççулĕ юхса анчĕ.

Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, выльăх йышне çаплипех чакарман. Халĕ те какай, сĕт, çăм сутатпăр. Килте канмалли кунсăр ĕçленине кура алла укçа кĕрсех тăрать. Выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ хатĕрлетпĕр.

"Анне, арăмпа хулана каятпăр. Виçĕ кунран тин килĕпĕр", — терĕ пĕррехинче упăшка. Ытти чухнехинчен ытларах укçа илсе килнĕччĕ вăл — те çавăнпа мана парне туса парасшăн пулчĕ.

Хуняма кăмăлсăрланчĕ, паллах, анчах чылайлăха тухса кайма чармарĕ. "Ăçта çĕр каçăпăр? Тăвансене чăрмантарас килмест", — пăхрăм упăшка куçĕнчен. "Нимшĕн те ан пăшăрхан. Эпĕ вырăн тупнă", — ăнлантарчĕ мана йăл кулса, куç хĕссе. Шанатăп, ĕненетĕп ăна.

Хулана çитсенех апат-çимĕç илсе тултартăмăр. Мăшăр укçине шеллемесĕр ананас, тĕтĕмленĕ чăх, 3 тĕрлĕ салат туянчĕ. Вăл пысăк уява хатĕрленнĕ пекех туйăнчĕ мана. "Халь кайрăмăр", — чĕнчĕ упăшка тулли сумкăсене йăтса. Хăй нихçанхинчен савăнăçлă.

Нумай хутлă çуртри пĕр хваттере хăех уçса кĕртрĕ. Çăрине ăçтан тупнине те ăнкарса илеймерĕм.

"Çитет ĕçлесе. Канма вăхăт çитрĕ", — пилĕкрен ыталаса илчĕ мăшăрăм. Кур-ха, чуп-чуп уйăхĕнчи пекех тыткалать хăйне. Кунта, çăтмах вырăнĕнче, пĕр-пĕрне юратма никам та чăрмантармасть. Тĕнчере иксĕмĕр кăна тейĕн. Пирĕн туйăмсем çамрăк чухнехи пекех вĕри.

Виçĕ кун ниçта та тухман. Упăшка ытамĕнче, киленÿ тыткăнĕнче вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Качча тухнăранпах кунашкал канса курман. Ара, пĕрмай килти ĕç пирки шухăшлатпăр вĕт. Тата ĕмĕр тăршшĕпех укçа пуçтарма тăрăшатпăр. Юрать-ха упăшка пурнăç майне лайăх пĕлет.

Виçĕ кунлăха хваттер тара илесси, çавăнтанпа пирĕншĕн хăнăхнă пулăма çаврăнчĕ. Çакăн çинчен хунямана каламан. Хăй те ыйтса тинкене кăлармасть. Упăшкан юлташĕсем те пирĕн хыççăн хулана тăтăшрах çÿреме пуçларĕç.

Сăнатăп та, юлашки вăхăтра пĕр-пĕрне сивĕ сăмахпа та кÿрентерместпĕр. Канма кайса килни пирĕн пурнăçа çĕнĕ варкăш кĕртет.

ЕКАТЕРИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.