Качака шырама кайсан...

11 Пуш, 2017

Ăратлă качака шыраса кÿршĕ яла кăна мар, кÿршĕ района та мар, республикăн тепĕр вĕçнех çитмелле пулчĕ. Çул çÿресе вăхăта çеç сая ятăм тесе ÿпкелешме сăлтав çук: ывăнни тухăçсăр мар — ĕç кăлартăмах. Хуçасене пĕр-икĕ качака путеккине ман валли ÿстерме çăмăллăнах ÿкĕте кĕртрĕм.

Çук-ха, карчамас мар эпĕ. Ватăла-киле качака усрама шухăш тытнă кинемейсен йышĕнче те ман ят çук. Çап-çамрăк та чипер майра. Алла диплом илсен пĕр хушă Шупашкарта пурăнтăм-ха, анчах чун ялах туртрĕ. Ытла та йывăр-çке хула сывлăшĕ. Ĕçрен таврăнсан чечеке ларнă улмуççи пахчинчи сак çине тухса ларни, çуллахи каçсенче шăпчăк юррипе пĕр кана киленни мĕн тери лайăх-çке! Çил-тăман хыççăн юр хырма-и?.. Çамрăк кĕлеткешĕн хускану туни усăллă çеç.

Район центрĕнче ĕçе вырнаçрăм. Малтанах атте-анне патĕнче пурăн­тăм-ха, анчах ĕçе вăхăтра çитес тесен ытла та ир тăмалла. Кукамайсен ялĕ самай çывăхарах вырнаçнă. Тăванăм вилнĕренпе унăн килĕ пуш-пушах. Куккасемпе аппасем унта ваттисене асăнма вăхăт çитсен хăнана çеç килкелесе каяççĕ. Пурте пĕрле ларса канашларăмăр та — çурта юхăнма парар мар терĕмĕр. Çын пурăнакан кил çапах та çирĕпрех тăрать, тайăлма васкамасть.

Тепĕр тесен, кукамай хуралтисене кивĕ тесе калама хăяймăн. Мунчи те, лупас таврашĕ те кирпĕчрен. Пураланă çурта та никĕс çине хăпартнă. Сачĕ тата мĕн тери пуян!

Пурăнатăп çапла. Ирсерен ĕçе васкатăп. Тавах, автобуссем вăхăтпах çÿреççĕ. Хураçкапа Пиçук эпĕ таврăнасса кĕтме юлаççĕ, хăйсене чăн хуçа пекех тыткалаççĕ. Кун кунлатпăр виçсĕмĕр çапла. Тунсăхлама вăхăт çук-ха, анчах тем çитмест пек. Паллах, качча кайса ача çуратмалли пирки вăтăра çывхаракан хĕре кашниех аса илтерет. Тахçан манăн та пурччĕ-ха чун варли, анчах урăххине качча илчĕ. Ун хыççăн та темиçе каччăпа сăмах-юмах пуçласа пăхнăччĕ, кăмăлăмăрсемпе ытла та расна пултăмăр. Ялти пĕр хусаха киле кĕртме сĕнекенсем пур-ха, анчах унашкал ĕçкĕçпе мĕн тăвăп эпĕ? Упăшка каллех ÿсĕр килнĕшĕн тарăхса ачасене çупкă çитерме-и? Кирлĕ мар. Ача çуратма вăхăт çитнине чухлатăп-ха... Анчах эпĕ ун пирки мар.

Сĕт ĕçме юрататăп. Кам мĕнле-тĕр те — манăн çак апатсăр ăш канмасть. Ялта пурăнса лавккаран туянма намăс пек. Ĕне усрассăм килмест. Кахал, наян тетчĕр те, анчах мăйракаллă шултăра çак выльăх ман валли марах. Вăт пĕр-пĕр качака чухах пулмалла. Унăн сĕчĕ те паха теççĕ. Ăратли пулсан виçсĕмĕре тутанмалăх сĕт паратех вĕт!

Пушшех те, качака валли уттине те лупас тулли хатĕрлемелле мар. Çур пахча та çителĕклех. Анне те шухăшăма ырларĕ. Ĕçтешĕм çакна пĕлтерсен качака путекки ăçта туянма май пуррине тÿрех систерчĕ.

Кирлĕ ял ятне малтан та пĕрре мар илтнĕ. Вăл ăçтарах вырнаçнине те аван тавçăратăп. Аташса каяссăм çук. Çапла çула тухрăм. Районтан Çĕрпĕве çăмăллăнах çитрĕм, анчах мана кирлĕ яла каякан автобуса сехет кĕтме тиврĕ. Темех мар. Ир кÿлĕм çеç-ха — ĕлкĕретĕп. Курса калаçăп та тÿрех таврăнăп.

Эпĕ каялла тухнă чухне çуркунне çитнине систерекен хĕвел çÿлтехчĕ-ха. Аслă çул хĕррине çитмелле манăн. Унта пĕр хуларан теприне каякан автобуса кĕтмелле. Шел, автобус миçере пуласса пĕлмесĕрех тăратăп. Кĕтетĕп. Çур сехет те иртрĕ пулĕ. Пысăк машинăсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла шăхăрса çеç иртеççĕ, кирлĕ транспорт вара курăнмасть. Кăмăлăм хуçăлмасть-ха, анчах мĕн чухлĕ кĕтмеллине пĕлмен чухне пĕр вĕçĕм çул çине тинкерме те меллех мар.

Унччен те пулмарĕ, пĕр çăмăл автомашина чарăнчĕ. Каччă мана лартса каяс тĕллевлĕ пулĕ тесе патнерех пытăм. Яш ĕçпе çÿрет иккен. Чарăнура пĕлтерÿ çыпăçтарать.

— Ку тăрăхран мар та — автобуссем епле çÿренине пĕлмесĕрех тухрăм, — ассăн сывларăм.

— Шел, эпĕ Шупашкара каймастăп. Çĕрпĕве çити çеç. Унтан хулана çитме ансатрах. Хаваспах лартса кайăп.

— Маншăн ку та питех те аван.

— Кун пек мана та хаваслăрах пулĕ, — алăк уçрĕ Вадим.

Çул тăршшĕпе тахçанхи пĕлĕш­сем пекех сăмахларăмăр. Вăтăра çывхараканскер авланманнине те пытармарĕ.

— Юлташăм иккĕмĕш хут çемье çа­вăрчĕ ĕнтĕ. Эпĕ пĕрре те ĕлкĕреймерĕм-ха, — шÿтлерĕ вăл.

— Тиркетĕн-им? — вăлтса калаçрăм.

— Хăшне суйласа илмеллине пĕлместĕп.

— Пĕрне арăм тусан тепри кÿренме те пултарать çав, — эпĕ те сăмах çăмхине малаллах сÿтрĕм.

— Килех килет теççĕ те... Кĕтетĕп, — ахăлтатрăмăр çеç çул тăршшĕпе.

Кашни чарăнура пĕлтерÿ çыпăç­тарма та манмарăмăр. Вадим ертсе пыракан организаци çурт-йĕр тăвать, юсать, çĕнетет, кантăксем улăштарма та пулăшать иккен. Ырă кăмăллăскер çул укçи те илмерĕ. Уçă чунлăскерне хăй пекех лайăх çынсен тĕлне лекме ватă çын евĕр пиллесе уйрăлтăм.

Çăва тухсан кукамай çуртне çĕнĕ тăрă витме тĕллев лартрăм. Анне турткаланчĕ-ха, атте тÿрех килĕшрĕ. Анчах ĕçлекен кирлĕ. Паянхи кун арçынсем шапаш тăрăх çÿреççĕ те ниме пухма ансатах мар. Шăпах çакăн чухне Вадим пирки аса илтĕм те. Кирлĕ пулĕ тесе вăл телефон номерне те хăварнăччĕ-çке.

Çамрăксем ĕçе темиçе кунтах вĕçлерĕç. Кăмăллă пултăмăр. Хуçа та темиçе те килсе тĕрĕслерĕ вĕсене. Пĕринче Вадим мана куç вĕçертмесĕр сăнанине туйрăм. Малалла мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартмасан та юрĕ. Çакна çеç пĕлтерем: качака путекки шырама кайнăранпа шăп та лăп çулталăк иртрĕ. Вадимпа çулла туй тăвасси пирки час-часах сăмах хускататпăр. Качака путекки те — анне. Еплерех тăрăслатса сикеççĕ унăн икĕ «хĕрĕ» хуçине курсан.

МАРУК.

litsait.ru сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.