Çывăрма памаççĕ
Общежитири хĕрсемпе туслă пурăнатпăр. Ĕнер те çĕрлечченех пĕр-пĕрин патĕнче хăналаннă. Пĕри — яшка, тепри çĕрулми нимĕрĕ пĕçернĕччĕ. Эпĕ юлашкинчен пурне те типĕтнĕ улма-çырла компочĕ ĕçтертĕм. Вĕсем уншăн та савăнчĕç.
Ирхине алăкран такам шакканипе вăрантăм. Çывăрма памаççĕ. Кама кирлĕ эпĕ çак сехетре? Вăйлă сасă кăлараканскер пăрăнса утмасть. "Пÿлĕмре кам та пулин пур-и? Уçăр!" — тархасласах ыйтать хайхискер. Çав çын мĕн çăмăлпа çÿренине питĕ пĕлес килет. Вахтăран кам кĕртнĕ-ши?
Хăпăл-хапăл тумланса алăк еннелле утрăм. Кам хăйнă мана ир-ирех чăрмантарма? Ман умра палламан арçын тăрать. "Çак пÿлĕм сывлăшĕпе сывлама юрать-и?" — тет. Шала кĕрсен çакăнта пурăнакан хĕре чунран юратнине каласа кăтартрĕ. Çăтмах кĕтесĕ пулнă çакăнта вĕсемшĕн. "Пĕлетĕн-и, кашни самант куç умĕнче. Унтанпа чылай вăхăт иртмен те тейĕн", — йĕри-тавралла пăхса ăнлантарать арçын. Кур-ха, мĕнешкел тунсăхлать. Вăл урăххине качча илнĕ. Тахçанхи юратăвĕ те çемьеллĕ. Халĕ пĕр-пĕринпе хутшăнмаççĕ. Тĕл пулсан юрату туйăмĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе илесрен шикленеççĕ-ши?
Арçына чей ĕçтерсе ăсатса ятăм. Курман çав хĕре кăшт ăмсанатăп. Ăна çаплипех асра тытаççĕ. Манăн вара халĕ те савни çук. Чим-ха, паян пĕр пĕлĕш уçăлма чĕннĕччĕ. Çитет пÿлĕмре ларса. Асамлă çак сывлăша кăкăр тулли сывласа илес те тĕлпулăва чупас. Анчах эпĕ чăн юратăва вĕçертес çук.
ЕКАТЕРИНА.
Комментари хушас