Хыпар

Тунтикун Республика кунне паллă тунăран эрнесерен иртекен канашлу ку хутĕнче ытларикун иртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлăва уçнă май уяв инкек-синкексĕр аван иртнине каларĕ, ăна пысăк шайра йĕркеленине хăнасем те палăртнă.

Шупашкар фейерверксен пĕтĕм тĕнчери фестивальне йышăнчĕ. Кăçалтан "Асамат" ят илчĕ вăл. Унта Шупашкарти, Мускаври, Сергиев Посадри, Кăркăстанри тата Санкт-Петербургри командăсем хутшăнчĕç.

Хĕрлĕ тÿремре Республика кунне малалла паллă тăваççĕ. "Раççей çăлкуçĕсем" фестиваль лауреачĕсемпе дипломанчĕсен концерчĕ хыççăн уявăн тĕп саманчĕ пуçланчĕ. Ăна хулари çамрăк артистсемпе пултарулăх коллективĕсем уçрĕç.

Чăваш Енре ырă йăла пур: регионăн чи пысăк уявĕнче — Республика кунĕнче — социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ объектсем уçасси. Кăçал та ырă çак йăлана манмарĕç. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти «Соляное» микрорайонта çĕнĕ садик ĕçлеме пуçларĕ. «Çĕнĕ хула» микрорайонта вара троллейбус çĕнĕ линийĕ хута кайрĕ. «Пире уяв ячĕпе пысăк парне туса пачĕç», — савăнăçне пытараймарĕç асăннă тăрăхра пурăнакансем.

Чăвашсен ламран лама пыракан уявĕсенчен пĕри — Акатуй. Вăл халичченех упранса юлнă. Çĕрпе суха туйне ял çыннисем кăна мар, район, облаç, республика шайĕнче те уявлаççĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта та кĕрлерĕ вăл. Инçе-инçе саланчĕ чăваш сасси унăн чи илемлĕ те сумлă тÿремĕнчен.

Pages

Subscribe to Хыпар