Прокуратурой Чувашии приняты меры для погашения задолженности по зарплате в отношении двух предприятий. Об этом службе новостей ИД «Хыпар» сообщилив пресс-службе надзорного органа.
Раççейри тĕрлĕ хулара пурăнакансем Шупашкар вăрă-хурахне пула шар тӳснĕ. Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, вăл унччен те судпа айăпланнă. Хальхинче Интернетра Кремль елкине, ту çинчен йĕлтĕрпе ярăнмалли курорта, футбол матчне тата ытти паллă мероприятие кайма электрон билет сутасси çинчен пĕлтерӳ вырнаçтарнă. Улталанакансем укçа куçарсанах 25 çулти арçын вĕсене суя электрон билетсен сканĕсене ярса панă. Çапла вăл Раççейре пурăнакансене тӳстернĕ тăкак шучĕ пĕтĕмĕшле 500 пин тенкĕрен те иртнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербургри нумай профильлĕ больницăра планпа килĕшÿллĕн сипленет. Хăйне йĕркеллĕ туять, кăмăлĕ çĕкленÿллĕ. "Министрсен Кабинечĕ ыйтнипе эрнекун Санкт-Петербург хулинче пултăм", — пĕлтерчĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлура сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов.
Хĕрÿ тапхăр - çураки - вĕçленнĕ хыççăн республикăра ĕçпе спорт уявне ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Каçалсем çĕр ĕçченĕн уявне тата район 80 çул тултарнине анлă паллă турĕç. Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ытти сумлă хăна хутшăнчĕ.