Комментари хушас

22 Утă, 2019

Республика Пуçлăхĕн кăмăлĕ çĕкленÿллĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Санкт-Петербургри нумай профильлĕ больницăра планпа килĕшÿллĕн сипленет. Хăйне йĕркеллĕ туять, кăмăлĕ çĕкленÿллĕ. "Министрсен Кабинечĕ ыйтнипе эрнекун Санкт-Петербург хулинче пултăм", — пĕлтерчĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлура сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов. 

Хăш-пĕр массăллă информаци хатĕрĕ регион ертÿçин сывлăхĕ пирки тĕрĕс мар çырнине ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев асăнчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, «Михаил Васильевич республикăра пулса иртекен ĕçсем пирки пĕлет, вĕсене тĕрĕслесе тăрать — тивĕçлĕ хушусем парать, эпир лару-тăру пирки куллен доклад тăватпăр». Юрий Егорович хăш-пĕр журналист Нева çинчи хулана Игнатьев сывлăхĕ пирки пĕлмешкĕн кайма ăс çитернине сивлесе хакларĕ, тепĕр хут çирĕплетрĕ: «Михаил Васильевич сывлăхне планпа килĕшÿллĕн тĕрĕслеттерет, сипленет. Вăл çывăх вăхăтрах ĕçе пуçăнĕ».

www.hypar.ru