Газ автозаправка станцийĕсен сетьне аталантарассине сÿтсе явнă
Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвĕнче газ автозаправка станцийĕсен сетьне аталантарасси çинчен транспорт министрĕ Владимр Осипов каласа пачĕ. АЗСсем тумалли тăкаксене саплаштарассине татса пачĕç. 2020 çул валли 120 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Тĕп пайĕ — федераци бюджетĕнчен. Кăçал виçĕ станци хута ярасшăн.