Комментари хушас

25 Пуш, 2020

Пособисемпе тÿлевсем вунă процента яхăнах пысăкланаççĕ

Социаллă ыйтусем тата çураки — Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕнче çак ыйтусем тĕпре пулчĕç.

Чи малтанах — регион ертÿçин указĕпе килĕшÿллĕн Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вăрçă инваличĕсемпе участникĕсене 25-шер пин тенкĕ тÿлесси. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова вăрçă паттăрĕсем çак тÿлеве çу уйăхĕн 8-мĕшĕччен илессине çирĕплетрĕ.

Вăл çăмăллăхлă категорисене паракан тÿлевсене индексацилессипе çыхăннă пуçарăва регион ертÿçи Олег Николаев тунине пайăррăн палăртрĕ. Министрсен Кабинечĕ тăлăх ачасене воспитани паракан граждансен социаллă хÿтлĕхне çирĕплетмелли саккун проектне ырларĕ. Ашшĕ-амăшне, опекуна усрава илнĕ пĕр-икĕ ачашăн —3,6 пин, виçĕ е ытларах ачашăн 5,1 пин тенкĕ ытларах тÿлĕç. Ултă е ытларах ачана йышăнсан вара ашшĕ-амăшне 5119 тенкĕпе танлашакан хушма тÿлевпе хавхалантарĕç.

Министр пĕлтернĕ тăрăх, ачаллă çемьесене уйăхсерен паракан пособисен темиçе çул пысăклатман виçине 2017-2019 çулсенчи потребитель хакĕсен ÿсĕмне тĕпе хурса индексацилеме йышăннă — 9,38% хушăнать. Тÿлев виçине кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен шутласа пысăклатĕç. Çĕнĕлĕх 63 пин ытла ачана пырса тивĕ. Çакăн валли республика бюджетне укçа хывса хăварнă — 677 миллион тенкĕ ытла.

Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, реабилитациленĕ тата политика репрессийĕсене пула шар курнă çынсене уйăхсерен паракан тÿлев те асăннă виçепех пысăкланать. Алена Геннадьевна каланă тăрăх, ку республикăра пурăнакан 129 пин çынна — аслă ăрури çынсен 40% — пырса тивĕ. Йыш пысăккине кура çак статья валли уйăракан укçа та чылай пысăкрах — 1,95 миллиард тенкĕ. Ку тÿлевсене те кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса шутласа парĕç. Çынсем иртнĕ уйăхсемшĕн укçана ака уйăхĕн варриччен илĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.