Хыпар
Комбайн-сушилка çителĕклĕ
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлура çирĕплетнĕ кун йĕркинчи пирвайхи ыйту выльăх апачĕ хатĕрлесси тата вырмана хатĕрленесси пулчĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмах илчĕ.
Республика Пуçлăхĕн кăмăлĕ çĕкленÿллĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербургри нумай профильлĕ больницăра планпа килĕшÿллĕн сипленет. Хăйне йĕркеллĕ туять, кăмăлĕ çĕкленÿллĕ. "Министрсен Кабинечĕ ыйтнипе эрнекун Санкт-Петербург хулинче пултăм", — пĕлтерчĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлура сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов.
Савăнăçлă лару-тăрура диплом пачĕç
«Вĕренÿ вăхăчĕ — кашни çын пурнăçĕнчи чи телейлĕ тапхăрсенчен пĕри. Паян эсир диплом илетĕр. Сирĕн малашлăхăр çутă, çулăр яланах такăр пултăр», — терĕ паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн /РАНХиГС/ Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухакансене диплом панă май.
«Хăрушсăр ачалăх» акци иртет
Республикăра Пĕтĕм Раççейри «Хăрушсăр ачалăх» акципе килĕшÿллĕн мероприятисем иртеççĕ.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 146
- 147
- 148
- 149
- 150
- 151
- 152
- 153
- 154
- следующая ›
- последняя »











