Комментари хушас

22 Утă, 2019

Комбайн-сушилка çителĕклĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлура çирĕплетнĕ кун йĕркинчи пирвайхи ыйту выльăх апачĕ хатĕрлесси тата вырмана хатĕрленесси пулчĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмах илчĕ.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар районĕнче йĕпе тăнине, çав вăхăтрах Патăрьел районĕнче çумăр нормăпа танлаштарсан тăватă хут сахалрах пулнине пăхмасăр пĕтĕмĕшле илсен çанталăк выльăх апачĕ хатĕрлеме меллĕ. Нумай çул ÿсекен курăка 81 пин гектар çинчен çулса илнĕ — ку кăтарту 79% танлашать. Утă хатĕрлесси палăртнин 64% шайĕнче — çапах çанталăк чăрмантарни сисĕнет. Апла пулин те тăватă районта плана туллин пурнăçлама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. 181 пин тонна сенаж /80% яхăн/, 25 пин тонна силос /10% ытларах/ хывнă — ку кăтартусем вара иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен самай пысăкрах. Кăçал кашни условнăй выльăх валли 24-26 единица апат хатĕрлеме палăртнă. Хальлĕхе 14,6 единица хатĕрленĕ.

Хресченшĕн вара тата та хĕрÿрех тапхăр пуçланать. Пуçланчĕ теме те юрать — Елчĕк районĕнче утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче вырмана тухнă. 60 гектар çинчи пăрçана çулнă та ĕнтĕ. Пĕлтĕр, аса илтерчĕ Сергей Геннадьевич, пирвайхи хуçалăх вырмана кăшт каярах, утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче, тухнă.

Ку çĕр улмине те пырса тивет. Иртнĕ çул ăна пуçласа утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче кăларнă, кăçал — кăшт маларах. 2 гектар кăларнă та — гектар тухăçĕ 250 центнерпа танлашнă. Апла пулин те кăçал республикăра çĕр улми сахалрах пуласси халех паллă. 170 пин тонна пухса кĕртме палăртнă, анчах 133 пин тонна патнелле кăна пулать-тĕр. Ку, министр уçăмлатнă тăрăх, унăн тухăçĕпе мар, çĕр улми лаптăкĕсем пĕчĕкленнипе сăлтавлăннă.

Тĕш тырă вара пÿлмесене 641 пин тонна кĕмелле — прогноз çавăн пек. Вăл нÿрĕрех пулма пултарасса систерсе-тĕр Сергей Артамонов сушилкăсен шучĕ 137 единицăпа танлашнине çирĕплетрĕ. Çакă республикăра çапса илекен пĕтĕм тырра вăхăтра типĕтмешкĕн çителĕклĕ. Тырра упрамалли вырăнсем тĕлĕшпе те дефицит çук.

Комбайнсене илес тĕк — вĕсен республикăри шучĕ 603-пе танлашать. Вăтамран кашни комбайнăн 467 гектар çинчи тырра пухса илмелле — Раççейри вăтам цифрăран /480 гектар/ пĕчĕкрех. Чăн та, уй-хир карапĕсен шучĕ тĕрлĕ районта тĕрлĕ, çвна май комбайн пуçне 500 гектар ытларах тивекен районсем те пур.

Унтан вара кĕрхи культурăсене акма та тухмалла пулĕ. Министр хуçалăхсем кăçал ку ĕçе ĕçе çурла уйăхĕн иккĕмĕш декадинче пуçăнассине çирĕплетрĕ. Акмалли лаптăксене хатĕрлемелле. Хальлĕхе 41 пин гектар хатĕр — 39%. Пĕтĕмпе вара кĕрхисене кăçал 105 пин гектар акса хăварасшăн.

www.hypar.ru

Николй КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: