Комментари хушас

Республикăра Пĕтĕм Раççейри «Хăрушсăр ачалăх» акципе килĕшÿллĕн мероприятисем иртеççĕ.

Çак эрнере Улатăр районĕнчи ача сачĕсенче Хăрушсăрлăх кунĕсем йĕркеленĕ. Кĕçĕн çултисене çул-йĕр правилисемпе паллаштарнă, инкеке лексен мĕн тумаллине ăнлантарнă. Чуварлейри «Колокольчик» ача садĕнче воспитательсем самокатсемпе велосипедпа ярăннă чухнехи хăрушсăрлăх пирки каласа панă. Наталья Алешина воспитатель ачасене çул-йĕр паллисемпе паллаштарнă, «Хĕрлĕ, сарă, симĕс» вăйă ирттернĕ. Ачасем тĕрлĕ лару-тăрăва сăнланă. Киряри вăтам шкул çумĕнчи «Тополек» ушкăн вĕренекенĕсем те çул-çĕр правилисене аса илнĕ.

Çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси йывăр лару-тăрури 17 çемьене çитнĕ. Вĕсенче 38 ача ÿсет. Шутра тăраканнисемпе наркомани, таксикомани, алкоголизм пирки калаçнă. Ашшĕ-амăшĕпе ачасен воспитанийĕ, вĕренĕвĕ пирки сăмах хускатнă. Аслисем яваплăха ан манччăр.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: