Паян акционерсен «Промтрактор» производство обществин сăнав полигонĕнче нефтьпе газ, сăртлă-туллă çĕр айĕнчен чĕр тавар кăларакан тата промышленноç объекчĕсем тăвакан строительство предприятийĕсен представителĕсем Раççейĕн 70 ытла субъектĕнчен пуçтарăнчĕç.
Унта «ЧЕТРА» — Шупашкарта трактор тăвакансен — техникине презентацилерĕç.
«Тетте» - тĕрлĕ тĕслĕ, интереслĕ журнал кăна мар иккен. Вăл – чĕрĕ: вылять, кулать, чупать, ачасене ыталаса савăнтарать, пуçран ачашлать. Çакна паян Шупашкарти 156-мĕш ача сачĕн шăпăрланĕсем редакцире хăйсем курса ĕненчĕç.
Алина Ларшникова редактор пĕчĕк хăнасене кăмăллăн кĕтсе илчĕ, журнал историйĕпе паллаштарчĕ, унта мĕнле пичетленме май пуррине ăнлантарчĕ.
Паян, çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» хуçалăхра Китайри делегаци пулнă. Унтан вăл Вăрнар районне тухса кайнă. Республикăн Ял хуçалăх министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, ыран ушкăн Пăрачкав районне çитĕ.
“Çирĕм çул каялла...” “Хыпар” çемйипе тĕл пулнă май аякри Мурманск тăрăхĕнчен килнĕ хăнасем çак сăмахсене çине-çинех каларĕç. Çирĕм çул каяллахи пĕлтерĕшлĕ мĕнле пулăм юлнă-ха вĕсен асĕнче?