Тĕрлĕ регионтан килнисене «ЧЕТРА» тракторĕсене кăтартрĕç

27 Авăн, 2018

Паян акционерсен «Промтрактор» производство обществин сăнав полигонĕнче нефтьпе газ, сăртлă-туллă çĕр айĕнчен чĕр тавар кăларакан тата промышленноç объекчĕсем тăвакан строительство предприятийĕсен представителĕсем Раççейĕн 70 ытла субъектĕнчен пуçтарăнчĕç.

Унта «ЧЕТРА» — Шупашкарта трактор тăвакансен — техникине презентацилерĕç.

Иртнĕ çур çулта завод малаллах кайрĕ, — терĕ «Промтрактор» АО генеральнăй директорĕ Игорь Шпак. — Предприяти иртнĕ çулсенче ĕç укçи вăхăтра парайман. Кăçалхи ултă уйăхра ăна тÿлеме тупăш туса илтĕмĕр, çурла уйăхĕнчен вăхăтра паратпăр. Паянхи кун тĕлне коллектив умĕнче шалу парăмĕ çук. Производство калăпăшне ÿстерсе пырса услам ытларах тăвассишĕн тăрăшатпăр. Ĕçлесе илнĕ укçапа çĕнĕ техника шухăшласа кăларатпăр. Вăл хăйĕн пахалăхĕпе тĕнчери чи лайăх тракторсенчен нихăш енĕпе те кая пулмĕ.

Трактор тăвакансен завочĕ йывăрлăхран тухрĕ, производствăна ÿстерсех пырать. Вăл ура çине çирĕп тăтăр тесе Чăваш Ен ертÿçисем нумай тăрăшаççĕ. Эпĕ паян вĕсене тав тăвасшăн, — терĕ «ЧАЗ» производство компанийĕ» ООО генеральнăй директорĕ Владимир Антонов. — Предприяти ĕç калăпăшне лайăх ĕçленĕ çулсенчи шая çитерчĕ. Çакна эсир паян кăтартакан техникăран та туйса илетĕр.

Презентацие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, «ЧЕТРА» продукцине пысăка хурса хакларĕ. Пухăннисене çăмăлрах Т11 тата Т11 бульдозерсене, йывăр бульдозерсен тĕрлĕ класне кăтартрĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас