депутатсем

9 Авăн, 2019

Суйлав ăнăçлă иртнĕ

Вырсарникун Раççейĕн 85 субĕектĕнче суйлавсем иртнĕ. Çав шутра — Чăваш Енре те.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн ертÿçи Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, республикăра Патшалăх Канашĕн пĕр депутатне тата вырăнти хăй тытăмлăхăн 45 депутатне суйланă. Суйлав, ун шучĕпе, ăнăçлă иртнĕ. Суйлавçăсем сасăлава хастар хутшăннă — чылай районта кăтарту 90% та иртнĕ. Пур çĕрте те мандатсен хуçисем паллă.

30 Çу, 2019

Инвестор ĕç вырăнĕсем йĕркелĕ, налук тÿлĕ — мĕн япăххи?

Патшалăх Канашĕн кĕçнерникунхи черетлĕ 32-мĕш сессийĕнче тишкерме палăртнă пирвайхи ыйту пĕлтĕр республика бюджетне мĕнле пурнăçланине тишкерессиччĕ. Анчах хăш-пĕр депутат ыйтнипе кун йĕркине тÿрлетме тиврĕ — ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова итлес терĕç. Тепĕр тесен, Сергей Геннадьевичшăн ку кĕтменлĕх пулмарĕ ахăр.

Депутатсенчен пĕрне Китай ыйтăвĕ шиклентерет. Çавна май министра итлессишĕн Патшалăх Канашĕн пысăкрах йышĕ сасăланине кура сесси шăпах Китай теминчен пуçланчĕ.

22 Çу, 2019

Сителте стелла уçнă

Патăрьел районĕнчи Сител ял çыннисем хăйсем тăрăшнипе яла пырса кĕнĕ вырăнта «Сител» стелла вырнаçтарнă. Ку ĕçе Первомайски ял тăрăхĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Ăна чăваш орнаменчĕсемпе илемлетнĕ: пĕр енне ял историне çырнă, тепĕр енне — сăвă йĕркисем.

26 Ака, 2019

Уяв тĕлне - Туслăx аллейи

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне йĕркеленĕренпе кăçал 25 çул çитет. Паллă çак пулăма халалласа паян парламентарисем тата ветерансем Шупашкарти Президент бульварĕнче йывăç лартрĕç.

Pages