Комментари хушас

7 Çĕртме, 2019

Общество канашĕсен форумĕ иртрĕ

Паян Шупашкарта Чăваш Республикинчи общество канашĕсен форумĕ иртрĕ. Унта 250 яхăн çын хутшăнчĕ, çав шутрах — министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем, влаç органĕсен тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсен общество канашĕсен ертÿçисемпе хастарĕсем.

Форума ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков уçрĕ. Мероприятие хутшăнакансене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятĕнчен саламларĕ. Вăл ЧР Общество палатине республикăри общество канашĕсене методика тата ытти енĕпе пулăшса пынăшăн тав турĕ. Асăннă юхăм умĕнче тăракан тĕп тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.

«Çак форум хăйсен ĕçĕн профессионалĕсене, лидерсене тата экспертсене пуçтарнă», — терĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов. Думăн тепĕр депутачĕ Леонид Черкесов ЧР Общество палатин тата влаç органĕсен çумĕнчи общество канашĕсен членĕсем хутшăнмасăр, вĕсем пулăшмасăр республикăри пĕр мероприяти те иртменнине пĕлтерчĕ.

Форумра çак ыйтусене сÿтсе яврĕç: граждан обществин институчĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса тухăçлă ĕçлеччĕр тесен мĕн тумалла, граждансен пуçарулăхĕн чи ăнăçлă практикисене мĕнле тупса палăртмалла тата пулăшмалла, çынсене хăйсен территорийĕсене аталантарас ĕçе хутшăнтармалли майсене тата мĕнле анлăлатмалла? Мероприятие килнисем пленарлă лару хыççăн икĕ секцие пайланса ĕçлерĕç, «Чăваш Республикинчи общество тĕрĕслевĕ» тата «Территорисен аталанăвĕ» темăсене тишкерчĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.