Инвестор ĕç вырăнĕсем йĕркелĕ, налук тÿлĕ — мĕн япăххи?

30 Çу, 2019

Патшалăх Канашĕн кĕçнерникунхи черетлĕ 32-мĕш сессийĕнче тишкерме палăртнă пирвайхи ыйту пĕлтĕр республика бюджетне мĕнле пурнăçланине тишкерессиччĕ. Анчах хăш-пĕр депутат ыйтнипе кун йĕркине тÿрлетме тиврĕ — ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова итлес терĕç. Тепĕр тесен, Сергей Геннадьевичшăн ку кĕтменлĕх пулмарĕ ахăр.

Депутатсенчен пĕрне Китай ыйтăвĕ шиклентерет. Çавна май министра итлессишĕн Патшалăх Канашĕн пысăкрах йышĕ сасăланине кура сесси шăпах Китай теминчен пуçланчĕ.

Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, темиçе çул каялла кăна-ха ЧР Пуçлăхĕ хушнипе республикăра çĕрсене инвентаризациленĕ. Усă курман лаптăксем питĕ пысăкки палăрнă — 147 пин гектар. Çав шутран 97 пинне пусă çаврăнăшне пĕр тăхтамасăр тавăрма май пурри çирĕпленнĕ. Çине тăрса ĕçленĕ май халь çав лаптăк самай пĕчĕкленнĕ, анчах — çав-çавах нумай-ха. Паянхи кун — тата 45 пин гектар. Кăçал 17 пин гектара çаврăнăша кĕртме палăртнă. «90-мĕш çулсенче çĕрсене пĕр шухăшсăр салатнă, вĕсене илнисенчен нумайăшĕ анасене акман-сухаламан», — аса илтерчĕ «тĕп аграри». Хут çинче хуçисем пуррине кура инвесторсене те явăçтарма май çук. Çийĕнчен ахаль выртакан çĕрсен çурри ытла — муниципалитетсен харпăрлăхĕнче, чи малтан вĕсен йĕрке тăвассишĕн çунмалла.

Пĕтĕм çĕре пусă çаврăнăшне тавăрма вара пĕтĕмпе 6,5 миллиард тенкĕ патнелле кирлĕ. Пирĕн ял хуçалăх организацийĕсем çулталăкра пĕтĕмпе те 1,5 миллиард тенкĕ ĕçлесе илнине шута илсен, пĕтĕм тупăша çак ĕçе хывсан та мĕн пур лаптăка пусă çаврăнăшне тавăрмашкăн темиçе çул кирлĕ. Пĕр сăмахпа, хăвăрт пулакан ĕç мар.

Çак условисенче Китай инвесторне çĕр панине, министр шухăшĕпе, сивлени вырăнсăр. Пăрачкав районĕнче инвестор вăрмана çаврăннă 5 пин гектар çĕре илнĕ. 4 пинне йывăçсенчен тасатнă та ĕнтĕ. Пин гектар ытла çĕр çинче пĕр çул ÿсекен культурăсем акма ĕлкĕрнĕ, татах акаççĕ — 1,4-1,5 пин гектара «шуратса» хăварасшăн. Чăваш Енри СУ-56 Китай инвесторĕпе укçашăн судлашни пирки ыйтни те хуравсăр юлмарĕ. Министр пĕлнĕ тăрăх, çав ОООпа çĕрсене тасатмашкăн килĕшÿ тунă, вăл вара йывăçсене каснă, анчах тункатисене йăлтах кăкламан.

Вăл китаецсем çав 5 пин гектар çинче йĕрке туса пĕтермесĕр вĕсене тата çĕр памашкăн тăхтамалла тесе шутлать. Анчах инвестор хăйĕн тивĕçне пурнăçласси пирки те иккĕленмест. Çавăнпах ăна тата çĕр памалли вариантсен шутĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Хĕрлĕту ялĕ çывăхĕнчи лаптăка уйăрассине тишкереççĕ. Унта пурăнакансем çакна хирĕç тенине илес тĕк, Сергей Геннадьевич хăй вăхăтĕнче çав район пуçлăхĕнче ĕçленине аса илтерчĕ — ун чухне те халăх ырă ĕçе хирĕçлени темиçе те пулнă. «Нумай хваттерлĕ çуртсене газпа уйрăммăн хутса ăшăтмалла тăвас тенине хирĕç пулса федераци трассине пÿлессипе хăратни патнех çинĕччĕ. Çуртсене пурпĕр куçартăмăр та — кайран çынсем хăйсемех çакăншăн тав турĕç», — терĕ ку тĕслĕхре те çаплах пулма пултарассине палăртса.

Хĕрлĕту çĕрĕсене китаецсене парас ыйтăва татса паман-ха, анчах, министр шучĕпе, инвестор унта тымар яни Çĕрпÿсемшĕн те, республикăшăн та усăллă пулмалла: «Муниципалитет пуçлăхĕ вырăнĕнче пулсан эпĕ çав инвестора хамăр пата илсе килессишĕн пĕтĕмпех тунă пулăттăм». Çапла калани ăнсăртран мар. Китаецсем тĕп хуларан 30-40 километртан инçе мар лаптăк ыйтаççĕ. Унта апат-çимĕçĕн логистикипе ĕçлесшĕн. Сĕт юр-варĕ хатĕрлекен комплекс пулмалла — куллен 200 тонна ытла продукци туса кăларасшăн: типĕ сĕт, çу…

Республикăра паян сĕт ытлашши пулни вăрттăнлăх мар, çавăнпах пĕр ик çул каялла ăна халăхран, хуçалăхсенчен сутăн илмелли хаксем питĕ пĕчĕк шая анса ларни те пулнăччĕ. Китаецсем хăйсен производствине хута ярсан вара Чăваш Енре суса илекен сĕт ытлашши мар, çителĕксĕр пулĕ, ăна кунта тирпейлемешкĕн кÿршĕ регионсенчен те кÿме тивĕ. Çĕнĕ çĕр-çĕр ĕç вырăнĕ пулмалла, хыснана налук ытларах кĕрĕ. Акă мĕншĕн Сергей Артамонов китаецсем кунта ĕçленинче «нимĕн япăххине те курмасть». Хăйне ют çĕршыв компанине лоббилет тесе ÿпкелеме пăхакансене вара çаплах каларĕ: «Эпĕ кунта килекен пĕчĕк кăна фермерпа та пĕрле çÿреме хатĕр».

Сăмахĕсем витĕмлĕ янăрарĕç пулас — министр панă информацие шута илме йышăннă май депутатсем Пăрачкав тăрăхĕнче пулса унти ĕç-пуçпа паллашма, Çĕрпÿ районне çитсе унти халăхпа курнăçма калаçса татăлчĕç.

Республикăн пĕлтĕрхи бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен финанс министрĕ Светлана Енилина каласа пачĕ. Регионăн пĕрлештернĕ бюджечĕ хальччен пулман виçепе танлашни Мускав Чăваш Ене паракан укçа виçи ÿсĕмлĕ пулнипе кăна мар, хамăр ĕçлесе илнĕ тупăш самай хушăннипе те сăлтавланнине палăртма уйрăмах кăмăллă. Çакă сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ валли уйăракан тăкасене пысăклатма май панă — бюджет социаллă пĕлтерĕшлĕ.

Анчах оппозицири депутатсем шурă çĕрте те хура пăнчăсем шырама юратаççĕ вĕт — чылай ыйту пачĕç. Пĕрне, сăмахран, пĕлтĕр бюджет ĕç тăвакан влаçа тытса тăма мĕн чухлĕ укçа уйăрни кăсăклантарать. Министр уççăн каларĕ: 287 миллион тенкĕ — çак укçа ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пăхăнăвĕнчи тытăмсен çурт-йĕрне тытса тăма та, коммуналлă тăкаксене саплаштарма та кайнă. Тата — Чăваш Енрен Думăна суйланнă депутатсене тÿлеме, сенаторсене тÿлеме… Нумай-и, сахал-и? Атăлçи округĕнчи ытти субъектпа танлаштарсан патшалăхăн пĕр служащийĕ валли уйăракан укçа Чăваш Енре чи пĕчĕкки-мĕн. Пĕр сăмахпа, республикăра чиновниксене ытла пысăк шалупа иртĕхтермеççĕ.

Депутатсем темиçе саккун проектне ырларĕç, Патшалăх Канашĕн 2019 çулăн иккĕмĕш çурринче саккунсем кăларассипе çыхăннă ĕçĕн программине тишкерсе çирĕплетрĕç. Правительство сехечĕ йĕркеленĕ май ЧР Граждан оборонин министерствин тата Раççей МЧСĕн республикăри Тĕп управленийĕн ертÿçисем хăйсем ертсе пыракан тытăмсен ĕçĕпе паллаштарчĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас