депутатсем

28 Пуш, 2019

Парламент полици ĕçне ырласа хакларĕ

Патшалăх Канашĕн паян иртнĕ черетлĕ 30-мĕш сессийĕн кун йĕркине пĕр теçетке ыйту кĕртнĕ пулин те тĕп тема, паллах, ЧР Шалти ĕçсен министерствин 2018 çулхи ĕçĕ çинчен тунă отчет пулчĕ.

Сергей Неяскин министр палăртнă тăрăх, иртнĕ çул полицишĕн ансат пулман. Çакă çĕршывра Президент суйлавĕ, тĕнчери футбол чемпионачĕ иртнипе çыхăннă. Апла пулин те шалти ĕçсен органĕсем республикăри йĕркелĕхе, хăрушăсăрлăха тивĕçтерес енĕпе çине тăрса ĕçлени куçкĕрет. Çакна ĕçе хаклакан кăтартусем те çирĕплетеççĕ.

1 Чÿк, 2018

Депутатсем вырăнти пуçарусемпе тунă объектсемпе паллашрĕç

Паян ЧР Патшала́х Канаше́н Бюджет, финанс  тата налуксем  ене́пе ĕçлекен комитече́н выра́на тухса йе́ркелене́ лара́ве́ иртре́.

17 Утă, 2018

Чăваш Ен депутачĕсем пенсие тухмалли ÿсĕме сÿтсе яврĕç

ЧР Патшалăх Канашĕн паянхи черетсĕр çирĕм пĕрремĕш сессийĕнче пенсие тухмалли ÿсĕме пысăклатассине хĕрÿ сÿтсе яврĕç. РФ Правительстви пенсие тухмалли ÿсĕме пысăклатассипе çыхăннă саккун проекчĕ çинчен çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче пĕлтерчĕ. Унтанпа ку ыйту çĕршывра хĕрÿ сÿтсе яваççĕ. Пĕрисем саккуна улшăнусем кĕртессине ырласа йышăнаççĕ, теприсем вара — хирĕç. Пур енлĕн пăхса хакласан вара — улшăнма вăхăт çитнине йышăнма тиветех.

14 Çĕртме, 2018

Бюджет: киввине пĕтĕмлетрĕç, çĕннине тÿрлетрĕç

Патшалăх Канашĕн черетлĕ çирĕммĕш сессийĕн кун йĕркинче саккунсен проекчĕсем кăна икĕ теçеткене яхăн пулчĕç, çапах тĕп калаçу бюджет тавра пычĕ. Депутатсем паян республикăн 2017 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланине тишкерсе хакларĕç, кăçалхи бюджета улшăнусем кĕртессине ырларĕç.

Pages