Николай Николаев пулăшнипе "Хыпар" издательство çурчĕн кăларăмĕсене вулĕç

Кайăк хитре тĕкĕпе, этем вара ĕçĕпе тесе калаççĕ. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ, Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти общество йышăнăвĕн ертÿçи Николай Николаев пулăшнипе Шупашкар çыннисем "Хыпар" тата "Хресчен сасси" хаçатсене 2018 çулхи иккĕмĕш çур çулта вулама пултарĕç. 

"Хыпар" издательство çурчĕн кăларăмĕсене килес çур çул валли Николай Станиславович хăйĕн укçипе 50 экземпляр çырăнса пачĕ. "Хыпар" хаçатăн ытлари кунхи тата эрне кунхи номерĕсене, çавăн пекех "Хресчен сасси" хаçата 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулта Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне, Шупашкар хулин Мускав район администрацине, Шупашкар хулин Мускав районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрне, Вăрçă ветеранĕсен республикăри клиника госпитальне пырса çÿрекенсем тÿлевсĕр илсе тăрайĕç. 

2018 çулхи иккĕмĕш çур çуллăха Николаев Николаев хулари тĕрлĕ организаци валли пирĕн кăларăмсене  çырăнса панăччĕ.

"Хыпар" издательство çурчĕ Николай Николаева уçă кăмăлĕшĕн вулаканăмăрсен ячĕпе тав тăвать.

СĂМАХ МАЙ

Чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Николай Николаева РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе чысланăччĕ. Çав ятпа эпир те ăна ăшшăн саламлатпăр, малашне те такăр çул сунатпăр.

www.hypar.ru

 

Вера ЭВЕРККИ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас