Мускаври паллă телеертÿçĕсемпе Шупашкарти ачасем чечек лартрĕç
Пĕрремĕш канал Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акцийĕ ирттерессине йăлана кĕртнĕ ĕнтĕ. Амăшлăх тата ачалăх ыйтăвĕсене татса парассине йĕркеленĕ регионсен паха опычĕпе паллаштарма «Пĕрремĕш канал» ушкăнĕ çулсерен тĕрлĕ региона çитет. Кăçал ку чыса Чăваш Ен тĕп хули — Шупашкар — тивĕçрĕ.
150 çынра тăракан «çăлтăр десанчĕ»: телекурав ертÿçисем, паллă артистсемпе музыкантсем, спортсменсемпе журналистсем — ыран ача çурчĕсене, реабилитаци центрĕсене çитсе шăпăрлансене парне тăвĕç. Хăшĕ-пĕрин çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пултарĕç вĕсем.
Уяв мероприятийĕсен вăчăри паян Шупашкарти Анне монуменчĕ умĕнчи лапамра «Пĕрремĕш канал» паллине аса илтерекен лаптăкра телеертÿçĕсемпе Шупашкарти çамрăк юнатсем чечек лартнинчен пуçланчĕ. Ачасене ку ĕçре Дмитрий Борисов, Октябрина Ганечкина, Ольга Платонова, Екатарина Гершуни тата Артем Петров пулăшрĕç.
Татьяна НАУМОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас