Комментари хушас

17 Утă, 2018

Чăваш Ен депутачĕсем пенсие тухмалли ÿсĕме сÿтсе яврĕç

ЧР Патшалăх Канашĕн паянхи черетсĕр çирĕм пĕрремĕш сессийĕнче пенсие тухмалли ÿсĕме пысăклатассине хĕрÿ сÿтсе яврĕç. РФ Правительстви пенсие тухмалли ÿсĕме пысăклатассипе çыхăннă саккун проекчĕ çинчен çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче пĕлтерчĕ. Унтанпа ку ыйту çĕршывра хĕрÿ сÿтсе яваççĕ. Пĕрисем саккуна улшăнусем кĕртессине ырласа йышăнаççĕ, теприсем вара — хирĕç. Пур енлĕн пăхса хакласан вара — улшăнма вăхăт çитнине йышăнма тиветех. Паянхи сессире депутатсенчен чылайăшĕ çак шухăша уçăмлăн палăртрĕ.

«Хальхи вăхăтра чи пĕчĕк пенси 8 пине яхăн çеç. Тĕрĕссипе, унăн пенсионерăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçинчен кая пулмалла мар, — терĕ тĕп докладçă ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов. — Çын тивĕçлĕ канăва кайсан тивĕçлĕ пурăнассишĕн ĕçлет. Саккунра пенси 2019 çултан кашни уйăхра 1 пин тенкĕ ÿсессине палăртнă. Хальхи вăхăтра пенсисене çулталăкра икĕ хутчен — нарăсăн 1-мĕшĕнче инфляци проценчĕ чухлĕ тата ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пенси фончĕн тупăшĕн виçине пăхса — индексацилеççĕ».

Пенси фончĕ вара яланах пĕрешкел «хăватлă» пулаймасть. 2015 çулта акă йывăрлăхсем сиксе тухнăччĕ. Çав çул пенсисене ÿстерме май килмерĕ, тепĕр çултан тин 5 пин тенкĕ парса саплаштарчĕç. Çĕршывра ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри çынсен шучĕ те çулсерен чакса пырать. Маларахри çулсенче пĕр пенсионер пуçне 3,7 ĕçлекен çын лекнĕ пулсан, халĕ — икĕ çынран та сахалрах. Кунсăр пуçне чылайăшĕ официаллă ĕçлемест, çавăн пеккисемшĕн, паллă ĕнтĕ, страховани взносĕ хывмаççĕ. «Сăрă схемăпа» шалу тÿлессинчен те çаплах хăтăлма май килмест-ха. «Саккун, паллах, халăха савăнтараканни мар, анчах ыран, тепĕр кун мĕн пуласси пирки паянах шухăшламалла. Пирĕн пенси ÿсĕмĕнчи çынсен прависене хÿтĕлекен саккун проекчĕсене хатĕрлемелле», — терĕ Вячеслав Рафинов. Çавна май саккун проектĕнче хăш-пĕр çăмăллăхлă категорири граждансене уйрăм йĕркепе пенси памаллине çирĕплетессине кĕртме сĕнчĕç.

Пенсие каймалли ÿсĕме палăртассипе çыхăннă ыйтăва хĕрÿ сÿтсе явнă хыççăн Чăваш Ен депутачĕсем федераци саккунне улшăнусем кĕртессине ырласа йышăнчĕç.