Бюджет: киввине пĕтĕмлетрĕç, çĕннине тÿрлетрĕç

14 Çĕртме, 2018

Патшалăх Канашĕн черетлĕ çирĕммĕш сессийĕн кун йĕркинче саккунсен проекчĕсем кăна икĕ теçеткене яхăн пулчĕç, çапах тĕп калаçу бюджет тавра пычĕ. Депутатсем паян республикăн 2017 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланине тишкерсе хакларĕç, кăçалхи бюджета улшăнусем кĕртессине ырларĕç.
Иртнĕ çулхи бюджет пирки эпир пĕрре кăна мар çырнă, çапах вице-премьер – финанс министрĕ Светлана Енилина тунă докладăн хăш-пĕр саманчĕпе паллаштарни вырăнлă. Мускав кÿрекен пулăшу та ÿсĕмлĕ-ха, çапах вăл бюджет тытăмĕнче хамăрăн тупăш тÿпи самай пысăкланнине пайăррăн палăртрĕ. Çакăнта усламран илекен налук ÿсĕмĕн витĕмĕ курăмлă. Ку вара промышленноç производстви пысăкланнипе сăлтавланнă. Çакă бюджет расхучĕсене 10,6% чухлех пысăклатма май панă. Çав вăхăтрах патшалăх парăмне чакарма пултарнă.
Министр бюджетниксен шалăвне палăрмаллах ÿстерни çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Медиксен, педагогсен ĕç укçи хушăннă, социаллă ĕçченсен шалăвне — 40, культура ĕçченĕсенне 31% чухлех пысăклатнă. Чăн та, шăпах ĕç укçи тавра тавлашу çуралчĕ те. Депутатсен пĕрин шучĕпе, пуçлăхсемпе вĕсен заместителĕсен тата тĕп бухгалтерсен ĕç укçи ытти ĕçчен илекен тÿлеврен нумай хут пысăккипе çырлахма юрамасть — ку енĕпе улшăну кирлĕ.
Пĕлтĕрхи бюджета пурнăçланине сасăласа ырланă хыççăн депутатсем тÿрех кăçалхи бюджета пысăклатас ыйтăва пăхса тухрĕç. Паллах, ыйтусем каллех пулчĕç. Депутатсем бюджет саккунĕн проектне икĕ вулавпа тишкерсе ырларĕç.

 

Рубрика: 

Комментари хушас