Конституци: 1000-мĕш йышăнупа Патшалăх Канашĕ тÿрлетÿсене ырларĕ
Патшалăх Канашĕн черетлĕ 38-мĕш сессийĕ паян малалла ĕçлерĕ. Унăн иккĕмĕш тапхăрĕн кун йĕркинче Раççей Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессипе тата республика бюджетне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç.
Сесси Чăваш Ен парламенчĕн çĕнĕ депутатне мандат паничен пуçланчĕ. Вăл — Владимир Офаринов, «Тĕрĕс Раççей» фракци депутачĕ Игорь Моляков Думăна куçнă май Патшалăх Канашĕнче пушаннă вырăна йышăнчĕ.
РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртесси çинчен калакан саккунпа Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Александр Федотов паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, РФ Президенчĕ тăратнă саккуна юнкун Патшалăх Думи йышăннă, Федераци Канашĕ те ырланă. Çакăн хыççăн регионсен саккун кăларакан органĕсен те ун тĕлĕшпе хăйсен позицине палăртмалла.
Александр Иванович Тĕп Саккуна кĕртме сĕнекен тÿрлетÿсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Çав шутра — ĕç укçин чи пĕчĕк виçине пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар пулмалла çирĕплетесси, тĕрлĕ категорие тÿлекен пособисене индексацилесси, Раççей саккунĕсем тĕнче шайĕнчи нормăсенчен /вĕсем пирĕн правăна хирĕçлеççĕ пулсан/ аслăраххине çирĕплетесси тата ытти те. Çавăн пекех Раççей Президенчĕн должноçне çĕршывра 25 çултан кая мар пурăнннă, ют çĕршыв гражданлăхĕ çук çынсем кăна йышăнма пултарассине палăртни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чиновниксем, регионсен чи аслă должноçри çыннисем, депутатсем, судьясем, ытти категори тĕлĕшпе палăртнă требованисем те вырăнлă. Вице-спикер шучĕпе, влаçăн тĕрлĕ сыпăкĕн полномочийĕсене уçăмлатни те усă кăна кÿрĕ. Тата — çемьене, ача амăшĕпе ашшĕн прависене, ачалăха, арçынпа хĕрарăм союзне хÿтĕлени.
ПК Председателĕ Альбина Егорова çак саккун уйрăм тата питĕ пĕлтерĕшлĕ документ пулнине палăртрĕ. Унта патшалăх суверенитетне, демократие, граждансен прависемпе ирĕкĕсене çирĕплетес тĕллеве тĕпе хуни куçкĕрет. Тÿрлетÿсем, иккĕленмест вăл, «пиçсе» çитнĕ — вĕсем çĕршыври паянхи тăнăçлăха упрама та пулăшĕç. Альбина Егоровна Конституцие кĕртме сĕнекен улшăнусенче социаллă ыйтусем тĕлĕшпе тимлĕх пысăккине уйрăмах пысăка хурать. Паллах, çакă влаçшăн та яваплăха пысăклатать. Çавăн пекех, ун шучĕпе, влаç юпписен шайлашăвне çирĕплетни пысăк пĕлтерĕшлĕ, парламентăн тĕрĕслев-сăнав тивĕçĕсем анлăланни те вырăнлă.
Александр Андреев коммунист «Ельцин Коституцине капиталлă юсав кирлине» палăртнипе пĕрлех Президента суйланмалли сроксемпе çыхăннă тÿрлетÿпе килĕшменни çинчен каларĕ-ха, анчах Александр Федотов уçăмлатрĕ: Патшалăх Канашĕ ырланă документ Федераци Канашне кайĕ, регионсен 2/3 пайĕ ырласан ФК тивĕçлĕ йышăну кăларĕ, унтан вара Конституци сучĕ хайхи тÿрлетÿ тĕлĕшпе пĕтĕмлетÿ тăвĕ, вара тин Президент пĕтĕм халăх сасăлавне ирттересси /ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче пулать-тĕр/ çинчен калакан указ кăларĕ. Кирек мĕнле пулсан та тÿрлетÿсен шăпине халăх татса парĕ.
Депутатсем татах та татах сăмах илчĕç. Олег Таланов 27 çул каялла йышăннă Конституцие мĕнлерех хатĕрленине аса илтерчĕ. Самана улшăннă, çĕнĕ Тĕп Саккун кирли палăрнă. Тĕрлĕ çĕршывран килнĕ советниксем тупăннă, çапла вара ют патшалăхсен коституцийĕсен сыпăкĕсене тата хамăрăн политиксен шухăшĕсене пĕтĕçтернĕ симбиоз çуралнă. Вăл паянхи пурнăçа тивĕçтермест. «Тÿрлетÿсене пĕтĕм чунпа, чĕрепе тата ăспа йышăнатăп», — терĕ депутат.
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та, регион ертÿçин пуканне йышăннă хыççăн Чăваш Ен парламенчĕн сессине пуçласа килнĕскер, трибуна умне тухрĕ.
— Конституцие йышăннăранпа питĕ пысăк улшăнусем пулчĕç, — терĕ вăл. — Çĕнĕ тĕллевсем тухса тăчĕç, тÿрлетÿсенче вĕсене пĕтĕмпех шута илнĕ. Вĕсем граждансене çĕнĕ гарантисемпе, майсемпе тивĕçтереççĕ. Кашни норма пысăк пĕлтерĕшлĕ — пирĕн вĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе çине тăрса ĕçлеме тивĕ. Çав шутра — влаçăн пĕр пĕтĕмĕшле системине йĕркелесси.
Кăçал муниципалитетсен шайĕнчи депутатсене çĕнĕрен суйлассинчен пуçласа Конституцире вырăс чĕлхин сумлă статусне уçăмлатнипе пĕрлех регионсене хăйсен тăван чĕлхисене аталантарма майсем туса памаллине çирĕплетни таранах — ĕç калăпăшĕ чăннипех пысăк пуласси куçкĕрет. Чăваш чĕлхи тенĕрен, Олег Алексеевич шучĕпе, вăл çитĕнекен ăрушăн та çывăх пулмалла, ачасене унпа интереслентерме тăрăшмалла — вĕрентĕве те çĕнĕ формăсемпе усă курса йĕркелемелле.
Сасăлав кĕтменлĕх кÿмерĕ: 38 депутат майлă сасăланипе тата виççĕн тытăнса тăнипе Чăваш Ен парламенчĕ Конституцие тÿрлетесси çинчен калакан саккуна ырларĕ. Сăмах май, ку йышăну çак суйлаври Патшалăх Канашĕшĕн шучĕпе 1000-мĕш пулчĕ. Çакăнта тем тесен хăйне евĕрлĕ символ сĕмĕ пурах.
Республика бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проекчĕшĕн вара депутатсем пĕр саслă пулчĕç — кунашкалли сайра. Улшăнусемпе вице-премьер — финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, улшăнусем ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн, районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсен сĕнĕвĕсемпе ыйтăвĕсене шута илнĕ. Çапла вара бюджетăн тупăш пайĕ 6,1 миллиард тенкĕлĕх пысăкланать. Хушма укçа чи малтанах наци проекчĕсене, Президент Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçлама кайĕ. Ача сачĕсенчи хушма вырăнсем йĕркелесси, кĕçĕн классенче вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтересси, социаллă контракт, тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтересси тата ытти те — нумай-нумай статья валли хушма укçа пулĕ. Çавăнпах-тăр бюджет ыйтăвĕпе ытти чухнехи пек тавлашу-хирĕçÿ те пулмарĕ — парламентарисем улшăнусен саккун проектне икĕ вулавпа йышăнчĕç.
Алексей МУРЫГИН, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн ертÿçи:
— Тÿрлетÿсем нумай ыйтăва пырса тивеççĕ — патшалăх пайланманлăхĕпе суверенитетĕнчен пуçласа граждансен социаллă гарантийĕсем таран. Чăваш Ен парламенчĕн мĕн пур фракцийĕ Конституцие çĕнетнин тĕллевĕсене ăнланни савăнтарчĕ, çавăнпа сасăлав та пĕр саслă тенĕ пек иртрĕ. Çапах юлашки сăмаха халăх ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче калĕ.
Николай КУРЧАТКИН, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ:
— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем тата паянхи кунсем — улшăнусем пысăкки каламасăрах паллă. Тĕп саккуна кĕртме сĕнекен тĕп тÿрлетÿ, ман шутпа, чи пĕчĕк ĕç укçине пурăнма кирлĕ минимумпа танлаштарни. Çакă çынсен чухăнлăхне чакарма пулăшасси куçкĕрет. Ытти тÿрлетÿ те пĕлтерĕшлĕ. Калăпăр, Президента иккĕмĕш срока суйланма ирĕк пани. Е тата — пирĕн право акчĕсем тĕнчери правăран аслăрах пулнине çирĕплетни. Раççейĕн хальччен нумай судлашма тивни паллă, пирĕн саккунсем аслăрах пулнине палăртни çĕршывшăн усăллă пулĕ.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментари хушас