Парламент полици ĕçне ырласа хакларĕ

Патшалăх Канашĕн паян иртнĕ черетлĕ 30-мĕш сессийĕн кун йĕркине пĕр теçетке ыйту кĕртнĕ пулин те тĕп тема, паллах, ЧР Шалти ĕçсен министерствин 2018 çулхи ĕçĕ çинчен тунă отчет пулчĕ.

Сергей Неяскин министр палăртнă тăрăх, иртнĕ çул полицишĕн ансат пулман. Çакă çĕршывра Президент суйлавĕ, тĕнчери футбол чемпионачĕ иртнипе çыхăннă. Апла пулин те шалти ĕçсен органĕсем республикăри йĕркелĕхе, хăрушăсăрлăха тивĕçтерес енĕпе çине тăрса ĕçлени куçкĕрет. Çакна ĕçе хаклакан кăтартусем те çирĕплетеççĕ.

Регистрациленĕ преступленисен шучĕ виçĕм çулхинчен 8% чакнă. Çав шутра çын вĕлересси /42 тĕслĕх/ икĕ хут сахалланнă, хурахла тапăнусен, çаратассин, ятарласа вут чĕртессин шучĕ те палăрмаллах пĕчĕкленнĕ. Преступленисене уçса парасси лайăхланнă. Уйрăмах йывăр преступленисем тĕлĕшпе вăл 74% та иртнĕ те — ку кăтартупа ЧР ШĔМĕ Раççейри регионсен хушшинче виççĕмĕш вырăна çĕкленнĕ.

Сергей Дмитриевич преступниксен йĕркеленнĕ ушкăнĕсен 134 членне уголовлă майпа явап тыттарма пултарнине пысăка хурса хакларĕ. Каварлашнине ĕнентерсе парайсан яваплăх та чылай çирĕпрех, анчах çапла тумашкăн пакунлă çынсен паллах, тата та тĕплĕрех ĕçлеме тивет. Вак-тĕвекпе кăна çырлахманнине генерал уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ. Калăпăр, проституци ĕçне анлăн, темиçе регионта, йĕркеленĕ икĕ ушкăна сиенсĕрлетни. Шупашкарти электромеханика колледжĕнче студентсенчен хĕсĕрлесе укçа тăпăлтарнă, Мускавран, Иркутскран кунта наркотиксем кÿрессине йĕркеленĕ ушкăнсен ĕçне тăрă шыв çине кăларни — списока самай вăрăм тăсма пулать.

Çулсем çинчи хăрушсăрлăх тавра та калаçу пулчĕ. Аварисен шучĕ чакнă, çапах ку енĕпе те ĕçлемелли пайтах. Полици хăй те мерăсем йышăнать. Сăнав мелĕпе кăçал Шупашкар — Сăр автоçулăн 23 километр тăршшĕ сыпăкĕнче сарă разметка тăвасшăн — вăл хĕлле те лайăх курăнать.

Регламентпа килĕшÿллĕн парламентри кашни фракцирен виçшер ыйту пулчĕ. Вĕсене хуравланă май Сергей Неяскин каяшсене утилизацилекен предприяти тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе /200 миллион тенкĕлĕх сиен çинчен РФ ШĔМĕн коллегийĕн Владимир Путин Президент хутшăннипе иртнĕ ларăвĕнче Владимир Колокольцев министр каланăччĕ/ çыхăннă ĕç-пуçа уçăмлатрĕ. Чăнах та, юпа уйăхĕнче уголовлă ĕç пуçарнă, следстви пырать — «Каяшсен управленийĕ» утилизаци тарифне ÿстерсе янă май ытлашши укçа илнине тĕпчеççĕ. Экспертизăсем ирттереççĕ, вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх кăна предприятие тума уйăрнă 1,5 миллиард тенкĕрен «ăçта мĕн чухлĕ кайни» çинчен калама май пулĕ.

Министра хăйне тÿррĕнех пырса тивекен ыйту та пулчĕ: ывăлăр, ютран килнĕскер, çап-çамрăклах республикăн юстици министрĕн заместителĕ пулса тăнине мĕнле хаклатăр? «Ман ывăл — çитĕннĕ çын, Раççей гражданинĕ, çав должноçа йышăнма пĕтĕмĕшле йĕркепе документсем панă. Вăл унта хăйĕн тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланине унăн ертÿçи хак патăр», — кĕскен хуравларĕ Сергей Дмитриевич. Пĕтĕмĕшле илсен депутатсем ШĔМ ĕçне ырласа хакларĕç, министра тĕплĕ отчетшăн, тÿрĕ хуравсемшĕн тав турĕç.

Парламентарисем çавăн пекех транспорт полицийĕн тата Тĕрĕслевпе шут палатин ĕçĕ çинчен тунă отчетсене итлерĕç, темиçе саккун проектне ырларĕç. Сесси кадр ыйтăвне татса панипе вĕçленчĕ. Игорь Моляков депутат Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн заместителĕн должноçĕнчен хăтарма хăйĕн ирĕкĕпе ыйтса çырнă. Çакăн çинчен парламента пĕлтернĕ май комитет ертÿçи Сергей Павлов ыйтăва сесси умĕн комитетра пăхса тухнине çирĕплерĕ. Парламентарисем «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» фракцири ĕçтешĕн ыйтăвне тивĕçтерчĕç. Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас