Çурт-йĕр

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура халăхăн социаллă ушкăнĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва тишкернĕ май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев татăклăн палăртрĕ: "Ку енĕпе хамăр çине илнĕ обязате

Пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене унччен патшалăх хăйĕн вăйĕпе юсаса тăнă. Çуртра пурăнакансем хăйсен нухрачĕ çак тĕллевпе тăкакланманран пĕрле усă куракан пурлăха йĕркесĕр тытнă. Лифтсем çĕмĕрĕлнĕ, ăшă паракан пăрăхсем шăтнă, ытти тĕслĕх те сахал пулнă-и? Халăхăн тирпейлĕ пулма вĕренмеллех ĕнтĕ. Патшалăх та тепĕр тесен «тĕпсĕр пичке» мар.

Тăватă çула тăсăлнă «Чăваш Рекспубликинчи граждансене 2013-2017 çулсенче аварильлĕ çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» адреслă программа вĕçленчĕ. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкар хулинче çак тĕллевпе çĕкленĕ юлашки виçĕ çурта хута ячĕç.

19 Oct, 2017 | Хула | Çурт-йĕр

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли муниципалитет тĕллевне еплерех пурнăçланипе паллашрĕ.

Кăçал 128 çурта çĕнетме палăртнă. Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне юсава 10-шĕнче вĕçленĕ, 81-шĕнче тăсаççĕ, 16-шне подряд организацине кĕртме килĕшÿ çирĕплетеççĕ, 3-шĕнче ĕç пуçлама çак кунсенче конкурс ирттереççĕ, 18-шĕн проект-смета документне экспертиза витĕр кăларас тапхăр пырать.

Pages

Subscribe to Çурт-йĕр