Тупăш планпа пăхнинчен пысăкрах

22 Çу, 2019

Китайпа çыхăннă ĕçтешлĕх форумне пула хăнасем йышлăн килнипе сăлтавласа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрен Кабинечĕн юнкунхи ларăвне пухăннисене калас тенине кĕскен пĕлтерме ыйтрĕ, çавна май лару сехете яхăн кăна пычĕ, анчах ку кун йĕркинчи тĕп ыйтусене тĕплĕ тишкерме чăрмантармарĕ.

Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Метелева республикăн кăçалхи бюджетне пĕрремĕш кварталта мĕнле пурнăçлани çинчен отчет турĕ. Кăтартусем планпа пăхнинчен ÿсĕмлĕрех: çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне бюджета тупăш енĕпе 19,5 миллиард тенкĕлĕх пурнăçланă, тăкаксем енĕпе —12,8 миллиардлăх.

Инвестици тăкакĕсем кăна юларах пыраççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Михаил Игнатьев министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисене инвестици программисем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалли пирки асăрхаттарчĕ /çав шутра — монохулапа, Канашпа, çыхăннă проектсем, ытти ĕç/, контрактсем тăвассине хăвăртлатма сĕнчĕ, регион шайĕнчи влаç тытăмĕсене муниципалитетсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелли пирки аса илтерчĕ: «Бюджет укçине илекенсен прависене хĕстерни пулмалла мар».

www.hypar.ru

Комментари хушас