Комментари хушас

13 Раштав, 2018

Çĕнĕ хваттер савăнăç парнелерĕ

Ирина савăнăçне пытараймасть: Çĕнĕ çула çĕнĕ хваттерте кĕтсе илме хатĕрленни çинчен çĕкленÿллĕ кăмăлпа каласа кăтартать. "Хваттере юсанă, хăтлă, ăшă. Юнашрах садик та пур, шкулта çывăхра", — кăмăллăн калаçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Козловсем Çĕмĕрле хулинчен Шупашкара куçса килме тахçанах ĕмĕтленнĕ. Вĕсен вăталăх ывăлĕ Богдан тĕп хулари Кăнтăр поселокĕнче куç курманнисен шкулĕнче вĕренет. Ашшĕ-амăшĕ юнашар пурăнма пуçласси арçын ачана та савăнтарать.

Козловсем ĕмĕтне республикăн "Ипотека тата аренда çурт-йĕрĕ" программăна хутшăнса пурнăçа кĕртме пултарнă. Хальлĕхе мăшăр Магницкий урамĕнчи çуртра вырнаçнă хваттере тара илсе пурăнĕç. Каярахпа вара тÿлесе илмелли ирĕкпе усă курма палăртаççĕ.

Ку программа çамрăк çемьесемшĕн, сахал пупăшлă çынсемшĕн уйрăмах тухăçлă. Хваттер туяннă чухне пуçламăш тÿлев валли укçа ыйтмаççĕ.  Çичĕ çуллăха арендăна, вунă çуллăх рассрочка параççĕ. Пурлăхăн харпăрлăх прависене тÿрех çирĕплетеççĕ. Çавăн пекех ку проекта кирек кам та хутшăнма пултарать.

Çак программăпа килĕшÿллĕн хута янă пĕрремĕш çуртра, Ипотека корпорацийĕн (вăл строительство ĕçĕсене пурнăçлаканĕ) суту-илÿ департаменчĕн директорĕ Инга Сидорова каланă тăрăх, пилĕк хваттере çынсем найм килĕшĕвĕпе йышăннă, виççĕшĕнче тÿлесе илмелли ирĕкпе усă куракансем вырнаçаççĕ. Паян вĕсене уçăсем пачĕç. Паллă çак пулăмпа çĕнĕ хваттер хуçисене ЧР строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов та саламларĕ.

www.hypar.ru
 

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Теги: